Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Профессионалитет» пулăшать

«Профессионалитет» пулăшать

Ăçта вĕренме каяс? Ĕç рынокĕн тапхăрĕнче ман валли вырăн тупăнĕ-ши? Ыран кирлĕ специалист пулас тесен паян мĕне вĕренмелле?

Шкул пĕтерекенсене çакнашкал ыйтусем тахçанах канăç памаççĕ-тĕр. Ăна татса парассинче шкул çеç мар, вăтам тата аслă вĕренỹ заведенийĕсем тата ĕçе илекен компанисем яваплăха туйни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе федерацин «Профессионалитет», «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре «Билет — пуласлăха» профориентацин пĕрлехи модельне туса хатĕрленĕ. Проектăн тĕп задачисенчен пĕри 6-11 классенче вĕренекенсемпе профориентаци мероприятийĕсем ирттересси пулса тăрать. Ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, педагогсем валли ятарлă материалсем пухса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Проект ĕçне психологсем, методологсем тата экспертсем хутшăнĕç, кашни вĕренекене хăйĕн профессине суйласа илме пулăшĕç.

ЧР Вĕренỹ министерстви асăннă проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе регион операторĕпе пĕрле пысăк команда туса хунă. Унта çавăн пекех территорисенчи, шкулсенчи администраторсем тата 400 ытла педагог-навигатор кĕнĕ. Профориентаци мероприятийĕсене предприятисен, ятарлă вăтам тата аслă пĕлỹ паракан заведенисен площадкисенче йĕркелĕç.

Людмила ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code