
Анне — Антонина Петровна Александрова — 90 çул тултарчĕ. Вăл Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ача виççĕ тултарсан ашшĕсĕр тăрса юлнă. Кукамайпа — Васса Петуховăпа тата ашшĕн йăмăкĕпе — Мария Яковлевăпа ỹсет анне.
Çăмăлах пулман ĕнтĕ кукамая аннене ура çине тăратма. Мăшăрĕ çукки пурнăçа самай йывăрлатнă. Калаçусенче анне час-часах хурланса çапла калать: «Пĕр кун та аттеллĕ пурнăçпа пурăнса кураймарăм». Антонина Петровна хура-шурне сахал мар тỹснĕ. Амăшĕпе кăна ỹснĕ пулсан та Тăрмăшри çичĕ класлă шкула çỹреме пултарнă. Унтан «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухнă. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕр уйăх çỹренĕ хыççăн вĕренỹрен уйрăлма тивнĕ: 150 тенкĕ укçа тỹлемелле пулнă. Çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ тупма ансат пулман кукамая.
Ирĕксĕрех хуçалăх ĕçне хутшăнма тивнĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăраман çамрăк хĕр: фермăра сысна, пăру пăхнă, колхозри ытти ĕçсене хутшăннă… Пĕчĕк пăрусем илес енĕпе темиçе хут та районта çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.
Аттепе Николай Александровпа çемье çавăрса пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă вĕсем, пире çамрăкран ĕçе хăнăхтарнă, май пур таран аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Атте шоферта тăрăшнă, анне каярах фермăра осеменаторта ĕçленĕ.
Аттепе анне пирĕншĕн ырми-канми тăрăшнă. Вĕсен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Шел пулин те, атте пиртен уйрăлса кайни чылай çул çитрĕ.
Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă анне икĕ хут ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Хисеп хучĕсемпе те пĕр хут анчах мар чысланă ăна. Чи хакли вара — ăна ял-йыш хисеплени. Антонина Александровăна ял совечĕн депутатне те пĕр хут анчах мар суйланă, колхозри ревизи комиссийĕн членĕ те пулнă вăл. Мускаври ВДНХна хутшăнса Хисеп хутне тата алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ. Эпир унпа чăннипех те мухтанатпăр.
Анне, хăй пĕр пĕччен ỹснĕ пулсан та, унран пуян çын та çук паянхи кун: пилĕк ача, вунпĕр мăнук, çирĕм тăватă кĕçĕн мăнук.
Елена КАПИТОНОВА.

