Ылтăн туй — çемье пурнăçĕнчи чи паллă та асамлă пулăм. Çур ĕмĕр килĕшỹре, ăнланура пурăнакан мăшăрсем ыттисемшĕн — ырă тĕслĕх.
Çуткỹл ялĕнчи Николайпа Галина Доброхотовсем çинчен калани ку. Вĕсем çирĕп çемьере икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Шупашкарта тĕпленнĕскерсен халĕ хăйсен 2-шер ача тата пĕр мăнук.
Мăшăр пĕр ялтанах. Николай Васильевич колхозра водительте, Галина Никандровна пирваях Вырăскассинчи культура çурчĕн заведующийĕнче, каярахпа хуçалăхра свинаркăра вăй хунă. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Ĕç ветеранĕсем халĕ те харсăр-ха, ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Сывă пурнăç йĕркипе туслă пулни, обществăлла ĕçсене хутшăнни вĕсене хушма вăй парать.
Юбилярсене тăванĕсемпе çывăх çыннисем тата «Шанăç» халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем саламланă, парнесемпе чысланă. Юрра-кĕвве ăста пулнăран, Доброхотовсем хăйсем те чăваш юррисене кăмăлтан шăрантарнă.

