Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ылтăн алăллă Визор

Ылтăн алăллă Визор

Ял çынни кил-çуртне, хуçалăхне епле тытса тăни, тирпейлĕхĕ хапхи умĕнчен паллă. Хуçин кăмăлне вара калаçу юхăмĕ уçса парать.

Çĕнĕ Пăвари Сад урамĕнче пурăнакан Виссарион Горшковпа пире Аслă Шăхаль ялĕн старости Лев Кузнецов паллаштарчĕ.

Кирпĕчрен купаланă капмар çурт умĕ тĕкĕр çинчи пек: пĕр ытлашши япала та выртмасть. Пахчи те хуçин ĕçчен аллине пăхăнни куç умĕнче.

Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнче мăшăрĕ чирлесе çĕре кĕнĕ хыççăн кунсен шутне пĕчченех тăсать Виссарион Германович. Ачисем тĕп хулара пурăнаççĕ пулсан та, канмалли кунсенче килмесĕр тăмаççĕ. Эпир пынă чухне Юра ывăлĕпе шăтăкран кăларнă çĕр улмине тасататчĕç.

Пỹртне кĕретпĕр. 5-6 пỹлĕм. «Аташса кайма пулать», — терĕмĕр шỹтлесе. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Услови те хулари шайĕ кунта.

Çемье

Виссарион ятлисем тăватă ялта виççĕн. Пурне те Визор тесе чĕнеççĕ.

— Мана çак ятпа лайăх пĕлеççĕ таврара, — хушма ячĕн «чапне» палăртрĕ ватă.

Визор тете пурнăçăн 88 çулне хыçала хăварса пырать ĕнтĕ. Çулне кура мар яштака-ха вăл. Пилĕк пĕр тăванран пĕччен кăна пурăнать паян.

Унăн ашшĕ — Герман Андреевич (1908-1984) — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Сылтăм аллисĕр таврăннă. Амăшĕ — Наталья Федоровна (1902-1985). Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ. Визор çар ретĕнче, Владивостокпа Петропавловск-Камчатскинче, пĕр çул кăна тăнă. Ашшĕ сусăр пулнăран демобилизациленĕ ăна.

Визор тете мăшăрĕ, Лидия Георгиевна, çак ялтанах тухнă. 1936 çулхискер. Чылай çул ялти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче, каярахпа «Урожай» колхоз бухгалтерийĕнче тăрăшнă.

— Эпĕ арăма тĕкĕнме мар, вăрçса та курман, — калаçура ку шухăша виçĕ хутчен те асăнчĕ вăл. — Ĕç укçине пĕтĕмпех ăна панă. Эрехпе иртĕхмен.

«Пирус туртатăн-и?» — ыйтăвăн хуравĕ çапларах пулчĕ:

— Салтак служби хыççăн юлташсем «Атя, турт!» — тесе тинкене илчĕç. Мăкăрлантарма пуçларăм çапла, йытă хыпман япалана. Пĕр кунта 3 пачка пĕтетчĕ, «стрелят» тăвакансем нумаййăнччĕ çав. Хăш-пĕр чухне хама юлмастчĕ вара. «Спонсор» пулса çитет», — терĕм хама хам тарăхса. Юлашкинчен сигарета ĕмсе илтĕм, пăрахса урапа таптарăм, «Сана урăх туртмастăп», — терĕм.

Горшковсем виçĕ ача çитĕнтернĕ. Виçĕ мăнук халĕ. Асли, Юрий, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Паян хурал тытăмĕнче тăрăшать. Евгений — стоматологи больницин тĕп тухтăрĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ. Кĕçĕнни — Олимпиада. Вăл ытларах арçынсем суйласа илекен профессипе тимленĕ: прораб Йошкар-Ола, Хусан тата ытти хулара çурт-йĕр çĕкленĕ.

Анлă профильлĕ специалист

Виссарион Германовичăн пĕлмен ĕçĕ пур-ши? Вăл 7 класс пĕтерсен малалла вĕренмен. Коммунист пулнăран Шупашкарти совпартшкула сĕннĕ-ха ăна — килĕшмен. Вĕренỹ курсĕсенче пулса вара каменщика, шофера, тракторист-машиниста, техник-строителе, стропальщика вĕреннĕ. Вăлах — уй-хир, трактор бригадисен бригадирĕ, гараж заведующийĕ, пушар деповăн начальникĕ, колхоз председателĕ.

— Мухтанать тесе ан шутлăр та, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ эпĕ, — терĕ склад заведующийĕ те пулнăскер. — Хам вăрламан, çынна та вăрлаттарман. Запас пайсене те перекетлĕ тыткаланă.

Виссарион Горшков хальхи шкул çуртне купаланине уйрăмах ăшшăн аса илет. Кĕçĕн Шăхалĕнчи Петр Алексеевпа иккĕшĕ 4 çул хăпартнă ăна. Хĕлле те чарăнман. Пулăшаканĕсем вара чылаййăн пулнине калать. Шалăвне колхоз тỹленĕ. Ăсталăхне кура-и, унăн Тутарстанра та шкул çуртне купалама тỹр килнĕ. Çĕнĕ Пăвара, юнашарти ялсенче тĕрлĕ объект çĕклеме пулăшнă. Укçасăрах.

Каменщикăн алли çыпăçуллă пулни хăй пурăнакан çурт илемĕнче те курăнать. Унти электричествăна хăех кĕртнĕ. Алăксем, чỹречесем, веранда… Рамăсем çынсене те туса панă. Ăстасем паян электроинструментсемпе усă кураççĕ, Визор тетен вара пăчки-мăлатукĕ, пуртти-сави мастерскойĕнче чылай. Кураври евĕр питĕ меллĕ вырнаçтарнă вĕсене. Ывăлĕсем килсен те каскаламалли, çапмалли тупăнать — ĕç хатĕрĕсем тутăхасси çук. Сварка аппаратне те тыткалама пултарать-ха.

Çемье пуçĕ гаражне илсе кĕчĕ. Стена çинче — Раççей тата Чăваш Ен карттисем. Кунашкал тирпейлĕхе нихăçан та, ниçта та курман. 2006 çулта туса кăларнă «RENAULT LOGAN» автомашина ларать. Унпа вăл час-часах çула тухать. Унсăр пуçне нимĕнле тимĕр пулмарĕ куç тĕлне. Вĕсем гаражра нумай, анчах йăлтах жалюзи хыçĕнчи сентресем çинче. Лайăх майлаштарса хунă, кирлине тỹрех тупма пулать. Хут купăс валли те вырăн тупнă кунта.

— Туйра, çĕнĕ хăта ĕçкисенче савăнтарнă çынсене, — музыка инструменчĕпе çыхăннă «историе» куçрĕ ватă. — Пĕр хутчен мар салтака та ăсатнă. Эпĕ ун чухне çамрăках пулман ĕнтĕ. Пĕррехинче Кĕçĕн Шăхаль ачине ăсататпăр. Урам сарлакăш юрласа пыратпăр хамăр. Хирĕç пулакансем питшăллиллĕ çамрăк çине мар, ман çине пăхаççĕ. «Атя, пăрахмалла, çитет. «Ват супнă» тесе калĕç», — терĕм хама хам ун чухне.

Виссарион Германович анлă профильлĕ специалист пулнине тепĕр кăсăклă факт çирĕплетет: пĕр çулхине кăна вăл ялсенче 187 сурăх, сысна, лаша пуснă.

«Округ хаçачĕ — çывăх юлташ»

— терĕ ĕç ветеранĕ хаçат-журнал вуланă пирки ыйтсан. Вăл вĕсене пăрахмасть, пуçтарса пырать, хăш-пĕр чухне тепĕр хутчен тишкерет. «Елчĕк ен» хаçата тирпейлесе хунин купи 40 сантиметра çитет. 1984 çулхи «Капкăн» журнал пуххи те тусан ăшĕнче мар. Визор тете вулама юратать, çак çула çитсе те куçлăх мĕнне «пĕлмест» вăл.

Сĕтел çине 3-4 хулăн тетрадь кăларса хучĕ. Уçатăп. Мастерока аллинче вылятнă çын ручкăпа та туслă иккен. Ăна халь тесен халь писаре ĕçе илме пулать: каллиграфи тĕлĕшĕнчен питĕ шеп. Пĕр тетрадьре Визор тете çĕршыв пуçлăхĕсен, ытти паллă çыннăн кун-çулĕсен тапхăрне çырса пырать. Тепринче тăван ялĕнчи кашни çемье тĕкĕрĕ: кам хăçан çуралнă е çĕре кĕнĕ. Виççĕмĕш тетрадьре — çут çанталăкăн кулленхи пулăмĕсене палăртни. Ку тĕлĕшпе 1991 çултанпа интересленет вăл.

Виссарион Германовичăн çỹçне пĕтĕмпех шурă тĕс çапнă пулин те, ăс-тăн çирĕплĕхĕ иксĕлмен-ха. Шухăшлавĕ тарăн, пуплевĕ уçăмлă унăн.

Николай МАЛЫШКИН.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code