Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çу кунĕсем хаваслă иртчĕр!

Çу кунĕсем хаваслă иртчĕр!

Виçĕмкун, утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче, республикăра, çав шутра Елчĕк муниципалитет округĕнче те, черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ пулса иртрĕ. Калаçăвăн тĕп темисем анлă та пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕ: Чăваш Енри 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата бюджет кăтартăвĕсем, иккĕмĕшĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн регионта пурăнакансен пурнăç шайĕн пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ çĕнĕ социаллă проекчĕсем.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев ертсе пынипе тĕрлĕ коллективсенче йĕркеленĕ тĕл пулусене эпир те хутшăнтăмăр.

Администрацин пай пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра Владимир Николаев Чăваш Енри, çав шутра Елчĕк муниципалитет округĕнчи 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата бюджет кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене муниципалитет шайĕнчи кăтартусемпе танлаштарса хак пачĕ вăл.

2025 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче Чăваш Республикинче промышленность производствин индексĕ, 2024 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 102 процентпа, ĕçлесе хатĕрлекен производство индексĕ 104 процентпа танлашнă. Ку енĕпе илсен, Чăваш Ен Атăл çи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче 5-мĕш, Раççейри регионсем хушшинче 26-мĕш вырăнта пулнине палăртнă.

Отчетлă тапхăрта республикăри промышленность предприятийĕсем вырăнта туса кăларнă таварсене 297 миллиард тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 12 процент чухлĕ ытларах тиесе ăсатнă. Çак кăтартура Елчĕк муниципалитет округĕн тỹпи 1850 миллион тенкĕпе танлашать. Кунта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вырăнта туса кăларнă таварсене тиесе ăсатасси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 11 процент ỹснĕ.

Чăваш Енри мĕнпур категорири хуçалăхсенче ял хуçалăх производствин индексĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 105 процент ытларах пулнă. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 216 пин тонна сĕт (103,6 процент), 47,4 пин тонна (105,2 процент) аш-какай, 222,7 миллион штук (137,8 процент) çăмарта туса илнĕ. Çак тапхăрта округри мĕнпур категорири хуçалăхсенче, 2024 çулхи 6 уйăхрипе танлаштарсан, 102 процент ытларах — пурĕ 1305,3 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай, 16242 тонна (98 процент) сĕт туса илнĕ. Инвестици проекчĕсене пурнăçласси те ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Кăçал 11 инвестпроект, пурĕ 107,6 миллион тенкĕлĕх, вăя кĕмелле.

…Елчĕкри спорт площадкинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проекчĕпе килĕшỹллĕн Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулĕн вĕрентекенĕсемпе воспитанникĕсем ертсе пынипе округри шкулсенчи çамрăк спортсменсем хушшинче мастер-класс йĕркелерĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проект республикăри ача-пăчапа яш-кĕрĕме хăйсен çуллахи канăвне усăллă та тухăçлă йĕркелеме май панине палăртса каларĕ. Çак проектпа ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Ку чухне ачасемпе тĕрлĕрен экскурсисем йĕркелеме палăртни, çапла майпа çу кунĕсен илемĕпе киленме, савăнăçлă уявсем йĕркелеме май туса пани, паллах, вĕсене епле ан савăнтартăр?

Олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ Юрий Плотников май пулнипе усă курса пирĕн округри мал ĕмĕтлĕ çамрăк спортсменсене Шупашкарти Олимп резервĕсен спорт шкулне вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарни те вырăнлă пулчĕ.

Анатри Тимеш ялĕнче вырăнти, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем, вĕсемпе пĕрле «Кĕмĕл сасă» фестиваль лауреачĕ, çак ялта çуралса ỹснĕ Валерий Дмитриев юрăç ял çыннисен умĕнче концерт кăтартни те «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект шайĕнче иртрĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code