Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачисем укçа ĕçлесе илес тĕллевпе тĕрлĕ ĕçе вырнаçаççĕ.
«Раççейри ĕç» кадрсен центрĕ çула çитмен çамрăксене вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессине иртнĕ çулсенчен тытăнсах йĕркелесе пырать.
— Шалу илнисĕр пуçне тата вĕсем ĕçе хăнăхаççĕ, çапла майпа ĕçри ăсталăха мĕн ачаран çирĕплетме пултараççĕ, — тесе палăртаççĕ кадрсен центрĕнче.
Çамрăксене предприяти шалу тỹленисĕр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центр та хушма укçа-тенкĕпе хавхалантарать. Çак тĕллевпе ятарласа 7 предприятипе килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çула çитмен 35 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсем çăкăр пĕçерес, сĕтел-пукан, чỹрече ăсталас, çул-йĕр çинче ĕçлес вăрттăнлăхсене ăса хываççĕ, ял хуçалăхĕпе çыхăннă специальноçсене алла илеççĕ. «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ пулăшнипе çитĕнекен ăру шкул çулĕсенчех професси пĕлĕвĕ илет, ĕç уйрăмлăхĕсене хăнăхать.

