ыр кăмăллăх акцине «Единая Россия» парти 2007 çултанпа йĕркелет. Вăл кăçал та пуçланни çинчен партин пресс-служби пĕлтерет.
Пулăшăва сывлăх енчен çирĕп мар, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи, çавăн пекех çĕнĕ регионсенчи шкул ачисем илме пултараççĕ.
Заявкăсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен парти сайчĕ, регионти ĕçтăвкомсен е обществăлла йышăну пỹлĕмĕсем урлă йышăнаççĕ. Пĕлтĕр Раççейре акци шайĕнче 287 пине яхăн шкул ачи пулăшу илнĕ.

