Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финанспа туслă пулни

Финанспа туслă пулни

Чăваш наци библиотекине субсиди кỹнĕ. Вăл ăна Раççейри вулавăшсен ĕçĕн чи лайăх практикисене тупса палăртма йĕркеленĕ конкурсра мала тухса тивĕçнĕ.

Тупăшăва 470 заявка тăратнă, вĕсенчен 100-ĕшĕ çĕнтернĕ. Пирĕн библиотека конкурса «Финанс пĕлĕвĕсен «Финанспа туслă пул» çемье фестивалĕ» практикăпа хутшăннă. Вăл халăхăн финанс пĕлĕвне ỹстерессине тĕпе хунă, республикăри 12 культура учрежденийĕн площадкисенче ирттернĕскере ялсемпе хуласенчи нумай ачаллă 126 çемье хутшăннă. Конкурс эксперчĕсем практикăна пысăка хурса хакланă, çакă библиотекăна федерацин 2,95 миллион тенкĕлĕх субсидине илме май парать.

Сăмах май, октябрь уйăхĕнче фестиваль 2-мĕш хут иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code