Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе вăхăтра тумалла

Ĕçе вăхăтра тумалла

— Еткерлĕхе куçакан çĕр лаптăкĕн чиккине палăртманни харпăрлăх правине регистрацилеме чăрмантармĕ-и?

Ыйту çине Росреестрăн республикăри управленийĕн çĕр лаптăкĕсене регистрацилекен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Павлова хурав парать:

— Çурт вырнаçнă çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртман пулсан Росреестрта çурта еткерлĕхе йышăнмалли правăна регистрацилес ĕçе чарса тăракан сăлтав пулĕ. Урăхла каласан, çĕр лаптăкне регистрацилеме пултарăр, çурта вара — çук. Çакă — кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккун требованийĕ.

Чикĕсене официаллă майпа палăртнă тата ЕГРНа кĕртнĕ хыççăн кăна çурт правине регистрацилеме май пур. Тепĕр чухне çак ĕç темиçе уйăха тăсăлса кайни те пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code