Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче икĕ кун хушши «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри XI турнирĕ иртнĕ.

24 регионти 162 спортсмен йышĕнче Олег Муравьев тренер-преподаватель ертсе пынипе пирĕннисем те аптăраман. Хăйсен виçисенче София Соловьевăпа Алексей Скворцов чемпионсем пулса тăнă. Кĕмĕл медале вара 4-н çĕнсе илнĕ: Тарас Пупин, Наталия Мартынова, Карина Кубикова, Андрей Афанасьев. Егор Смирнов — 3-мĕш вырăнта.

