Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур ĕмĕр — пĕр сукмакпа

Çур ĕмĕр — пĕр сукмакпа

Çирĕп çемьесем — çĕршыв тĕрекĕ. Çемье юратупа, ăнланупа килĕшỹрен тытăнса тăрать.

Манăн статьяри герой та, Василий Курицын, çавăн пек çемьерен. Димитрипе Матрена Курицынсен 6 ачинчен пĕри вăл, 1952 çулта çуралнăскер. Пысăк йышра, паллах, пурнăç çăмăл пулман. Ял ачисем пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Шкул çулне çитсен, Василий, аппăшĕпе тетĕшĕ хыççăн, шкула чупнă. Аслă Пăла Тимешри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, малалла пĕлỹ çулĕпе кайма йывăр пулассине ăнланса, тимĕрçе вырнаçать. Василий Викторов аслă тимĕрçĕ çамрăка йывăр ĕçе хăнăхма пулăшнă. Çапах та тăтăшах пĕрешкел тăрмашу тенĕ-ши е техника енне туртăм пулнăран-ши — грузчика вырнаçать. Ун чухне «Победа» колхозăн автопаркĕнче 100 ытла машина пулнă. Малалла ĕнтĕ тата ытларах — водитель пулас кăмăл çĕнтерет. Хăйĕн ĕмĕтне вăл Патăрьелĕнче уçăлнă ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ май пурнăçлать.

Василий Курицына хуçалăх правленийĕ тỹрех бензовоз шанса парать, çулталăкран ЗИЛ çине куçараççĕ. Унпа вăл хĕлĕпе вăрман турттарма çỹрет. Вăл ĕç йывăр пулнине çав тапхăрти кашни шофер пĕлет.

Çамрăкăн ЗИЛран та куçма тивет, хальхинче колхоз ертỹлĕхĕ ăна УАЗ çăмăл автомашина çине куçарать. Пуçлăхсемпе пĕрле пысăк хуçалăхăн тĕрлĕ участокне çитсе курать. Пĕринпе калаçать, тепринпе. Кавалти ĕне ферминче пуçласа пулнă чухне Василий хура куçлă, хĕрлĕ питлĕ хитре хĕре куç хывать. Виçĕ çул çурă чуптарать хĕр хăй хыççăн каччăна. «Кун пек пулмасть», — тенĕ те йĕкĕт, пĕр каçхине вăрласа килнĕ хĕре. Кунне те лайăх астăвать: 1975 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕ. Çапла вара Валентина Соловьева унăн мăшăрĕ пулса тăрать, виçĕ кунтанах Аслă Пăла Тимешри фермăра ĕçе кỹлĕнет. Кунта куçичченех ятлă-сумлă пулнă ĕнтĕ вăл. «Чи лайăх доярка» ятне тивĕçнĕскерĕн сăнне республикăри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăпа чысланă. Тепĕр 10 çултан асăннă паллăна тепĕр хутчен тивĕçет.

Çамрăк мăшăр пилĕк çул ватăсемпе пурăнать. Йыш та ỹсет: çут тĕнчене пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ — Александр — килет, тепĕр виçĕ çултан — Леонид.

Аслисенчен уйрăлса тухса, хăйсен йăвине йĕркелеме ĕмĕтленекен мăшăр ырми-канми тăрăшать. Василий ĕнтĕ каллех грузчик ĕçне куçнă.

1977 çулхи август уйăхĕ. Мăшăр çав вăхăтри пĕр куна халĕ те манма пултараймасть. Василий водительпе Шупашкара сухан леçме кайма тухнă. Çул çинче автомашина урапи çурăлса каять те, техника çавăрăнса ỹкет, çулăм хыпса илет. Василий çĕмĕрĕлнĕ чỹречерен водителе тĕксе кăларма вăй çитерет, хăй вут-çулăм танатине лекет. «Тăна çухатиччен тухса ỹкмеллех», — пĕр шухăш кăна пулнă пуçра. Çеккунтлăх самантра Турăран пулăшу ыйтать, çемйине аса илет вăл. Ăна, çăлăннăскере, тата водителе çула май автомашинăпа Патăрьел больницине илсе çитереççĕ. Тухтăрсен диагнозĕ часах паллă пулать: ỹтĕн 60 проценчĕ пиçнĕ, шанăç çук.

Василие Шупашкарти пĕр больницăна куçараççĕ. Çын пулăшăвĕсĕр вăл ним те тума пултарайман, çавăнпа мăшăрĕ икĕ уйăх унпа юнашар пулать.

Йывăрпа пулин те, çамрăк арçын çĕнĕрен пурăнма тытăнать. Мăшăрĕ, ывăлĕ, тăванĕсем хавхалантарнипе ерипен ĕçе те пуçăнать.

Шăллĕн те çемье çавăрма вăхăт çитнине шута илсе, уйрăлса тухма шутлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе, çын пăхса пурăнмалли ватă патне куçаççĕ. Майĕпен хăйсен вăйĕпе çурта çĕнетеççĕ, пĕчĕк пỹрт, хуралтăсем тăваççĕ. Çулсем иртнĕ май кермен пек кирпĕч çурт та çĕкленет.

1986 çулта Валентина участокри больницăна тирпейлỹçе ĕçлеме куçать. Кунтах столовăйра та тимлет. 1990 çулта, çурта тытса тăма тесе, виççĕмĕш ывăла пурнăç парнелеççĕ.

Инкек хыççăн çăмăлрах ĕç пултăр тесе Василие каллех пуçлăхсене турттарма шанаççĕ. Каярах вăл мастерскойра мотористра тăрăшать. «Победа» колхоз салансан тăван хуçалăхра пенсие тухиччен виçĕ специальноçпа ĕçлет: аккумуляторщик, вулканизаторщик, слесарь. Василий Димитриевича, ĕçри тỹрĕ кăмăллăхне кура, Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. Валентина Васильевна — ĕç ветеранĕ. «Раççей хисеплĕ донорĕ» ят та пур унăн. Упăшкине йывăр самантсенче юн парса та пулăшнă.

Курицынсем паян ачисемпе мăнукĕсен телейĕшĕн савăнаççĕ. Аслă ывăлĕсем, ятарлă пĕлỹллĕскерсем, уйрăм предпринимательлĕх ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Кĕçĕнни — Димитрий — автослесарь, тĕп çуртра пурăнать. Вăл тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. Канмалли кунсенче е уявсенче аслашшĕпе асламăшĕн çурчĕ 4 мăнукĕн сассисемпе тулать. Выльăх-чĕрлĕхне, хур-кăвакалне чылай тытнăран, аш-пăшĕ те, юр-варĕ те сĕтел çинчен татăлмасть. Асламăшĕн кукăльне уйрăмах кăмăллаççĕ пĕчĕкскерсем.

Курицынсем çывăх кунсенче пурнăç сукмакĕпе пĕрле утма пуçлани çур ĕмĕр çитнине паллă тăваççĕ. Ылтăн туй хуçисене ял-йыш та çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунать.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен
канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code