Пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмахпа е информаципе юлашки вăхăтра политика тĕллевĕсене пурнăçлама усă кураççĕ.
Чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстереççĕ. Çавăнпа та Интернет урлă информаци илнĕ чухне яланах асăрхануллă пулмаллине асрах тытар.
Интернетри страницăсенче теприне хурласран, тĕрлĕ сайтсенче иккĕленỹллĕ информацисене «лайк» хурасран асăрханăр. Çакă суд тенкелĕ çине те илсе çитерме пултарать.
Сăмах май, экстремизм çулне пỹлес тĕллевпе Федерацин «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси» саккунĕнчи требованисене пурнăçа кĕртсе çĕршывра «Раççейри экстремистла материалсен пĕрлехи пĕтĕм списокĕ» пур. Унпа Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин сайтне кĕрсе паллашма май пур.
Л.ЕГОРОВА.

