Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Çĕнĕ эрнене кăмăллă пулăмпа пуçларĕç. Кăçалхи сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерес енĕпе пысăк хастарлăхпа палăрнă округри участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсене тĕрлĕ награда парса хавхалантарчĕç.

Кунтах республика шайĕнче «Астăвăм çăлкуçĕ» ятпа иртнĕ конкурсăн çĕнтерỹçисене те чысларĕç — Курнавăш ялĕнчи Эльвира Смирновăна тата Турхан ялĕнчи Лариса Викторовăна. Вĕсем Аслă Таяпа тата Турхан ялĕсенчи çăлкуçсен тĕлĕшĕпе ятарлă проект хатĕрлесе конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Шахмат енĕпе иртнĕ чемпионатра мала тухнă командăсене те дипломсемпе хавхалантарчĕç: Кĕçĕн Таяпа (Лариса Ильина), Аслă Елчĕк (Валерий Афанасьев), Курнавăш (Алексей Мартышкин).

Малалла иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çак эрнере пулса иртекен мероприятисен планне тишкерчĕç.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова 2025 çулхи 11 уйăхра округра социаллă пĕлтерĕшлĕ муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа парас ĕç мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа кăтартрĕ. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров СВОна хутшăнакансен çемйисемпе мĕнле ĕçлени тата вĕсене тивекен хушма пулăшу майĕсем пирки пĕлтерчĕ. Канашлу вăхăтĕнче граждансем интернет урлă улталанассипе çыхăннă тема та тимлĕхре пулчĕ. Владимир Николаев палламан çынсемпе калаçнă чухне пурне те тимлĕ, асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ. Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code