Республикăн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри — çамрăксене аталанса вăй илме тĕрев парасси. Çамрăксем — Чăваш Ен аталанăвĕн пуласлăхĕ. Апла пулсан паянах професси компетенцийĕсене ỹстерме, идейăсемпе проектсене пурнăçлама, çамрăксене патшалăх йышăнăвĕсене тума хастар хутшăнма майсем туса памаллине ертỹлĕх лайăх ăнланать. Çакă власть органĕсемпе ресурссен вăйне пĕрлештерме хистет. Чăваш Енри çамрăксен политикин аталанăвĕн стратегине çирĕплетни çамрăксене аталанма çул уçса парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрма хистет. «Чăваш Республикинчи çамрăксем» патшалăх программине çирĕплетни, 2035 çулчченхи çамрăксен политикин аталанăвĕн стратегине хатĕрлени ĕçе çăмăллăх кỹрет.
— Обществăлла юхăмсемпе, предприятисемпе организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлесен çитĕнỹ пуласси те часах пулĕ. Çамрăксем пысăк çитĕнỹсем туччăр тесен, пирĕн пĕрлĕхре пулмалла, вĕсемпе килĕшсе тачă çыхăнса ĕçлемелле», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

