Раççейĕн вырăнти Социаллă фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 1-мĕшĕнче ача çуратнăшăн пĕр хутчен парăнакан пособи 28,5 пине яхăн тенкĕпе танлашĕ.
2025 çулта республикăра пĕр хутчен уйăракан пособие 6200 çемье тивĕçнĕ. Ĕçлекенсен вăл автомат йĕркипе куçĕ, ĕçлемен ача амăшĕсен Социаллă фонда заявлени тăратмалла. Çакă опекунсене те пырса тивет.

