Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта «Пĕрлĕх йывăçĕ» акци ирттернĕ.
Халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне халалланă уява вĕренекенсемпе педагогсем тĕрлĕ наци çыннисен кĕпе-тумĕпе хутшăннă. Çавна май илемлĕх номерĕсене те хăйне евĕрлĕхпе калăпланă вĕсем. Тутар е çармăс юрри, Çурçĕр Кавказ ташши, чăваш сăвви — кашниех Тăван çĕршыв хăватне, Раççей çыннисен пĕр танлăхне уçса кăтартнă.
Шкул директорĕ Оксана Мясникова тата Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Нина Левая «пĕрлĕхпе туслăх» сăмахсен пĕлтерĕшне уçса панă, пирĕн нумай нациллĕ çĕршыв яланах пĕрлĕхпе вăйлă пулнине палăртнă.

