Уйăх Ала çăлтăрпа Алтăр çăлтăр мĕн пирки калаçнине хăрах хăлхипе тимлесех итлерĕ.
— Тỹперен çĕр çине анакан юра мĕн тĕрлĕ алламастăп-ши эпĕ? Кĕртсем хỹсе кайни йăлтах ман тивлетпе пулать. Кĕр калчи, йывăç-курăк шăнса ан пĕтчĕр тетĕп-çке. Хĕл каçипех ĕçлеме тивет.
— Эпĕ те хамăн тивĕçе пурнăçлатăп. Çăва тухса ỹкнĕ пур ỹсен-тăрана типсе каясран куç пек сыхлатăп. Вăхăт-вăхăт уйсене, вăрмансене, улăхсене, пахчасене шăваратăп. Тавра çуталса ешернине курсан, ниçта кайса кĕмелле мар хĕпĕртетĕп.
Уйăх шухăша кайрĕ.
— Çăлтăрсем епле ырă ĕç тăваççĕ. Манăн та Çĕр çинчи пур чĕрĕ чуна çĕрле ỹсме, пурăнма, утма çутă парасчĕ.

