ПРЕСС-КОНФЕРЕНЦИРЕ ÇӖКЛЕНӖ ЫЙТУСЕМПЕ ХУРАВСЕМ:
Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацинчи тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан опытлă журналистсемпе, шкул ачисемпе тата студентсен медиацентрĕсенчи хастарсемпе тӗл пулчĕ. Вӗсем республика аталанăвне, умра тăракан плансене сӳтсе яврӗç.
💢 Юр нумай çуни коммуналлă службăсене ĕçе вăхăтра тума чăрмантармарĕ-и? Çакăн валли майсем çитеççĕ-и?
– Юлашки уйăхра юр теми пурне те калаçтарать. Хам та юр çунă чухне кашни ир алла кĕреçе тытаттăм. Ҫакăн пек вăйлă юр çуни тĕнчипе те 60 çула яхăн пулман иккен. Кĕске вăхăтрах нумай юр çусан ăна хăвăрт пуçтарса пĕтерме питĕ йывăр. Çапах та регламентпа ĕçлетпĕр. Чи малтан магистральлĕ çулсене тасатмалла. Манăн шухăшпа, пирĕн коммуналлă службăсем ку ĕçе аван тăваççĕ. Федераци çулĕ çинче чăрмавсем сиксе тухни пулкаланă, анчах вĕсене хăвăртах пĕтернĕ. Çав вăхăтрах пĕтĕм техника пысăк çулсене тасатма хутшăннăран çуртсен таврашне тимлĕх уйăрма йывăртарах пулчĕ. Çапах та ку ĕçе хастар çынсем, çамрăксем мĕнле хутшăнни питĕ килĕшрĕ. Вĕсем дворниксене картишсене хăвăртрах тасатма пулăшрĕç. Çакăн пек ыйтăва татса памашкăн пĕрле пухăнма пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
💢 Юлашки вӑхӑтра больницӑсене пӗрлештересси уйрăмах калаçтарать. Акă, Çĕнĕ Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри больницисене пĕрлештересси медицина пулӑшӑвӗн мелӗпе пахалӑхне ӳстерессине палăртаççĕ. Анчах ҫав хушӑрах вӗсем ҫак реформа палӑртнӑ тӗллевсене мӗнле майпа пурнӑҫлассине уҫӑмлатмаҫҫӗ. Çакă Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавне лайӑхлатма мӗнле майпа витӗм кӳрӗ?
– Чӑваш Ен правительстви пĕрмаях майсем шырать: медицина пулӑшӑвӗсен тивӗҫтерӗвӗн майне ӳстерессине сыхласа хӑвармалла. Районти больницӑсене техника тата технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерессине ӳстермелле. Олег Николаве Тăвай районĕн тĕслĕхĕпе илсе пачĕ. Кунта хуҫалӑхри чӑрмавсем сахалланнӑ, ытларах медицина енĕпе ĕçлеççĕ. Ҫакна та халӑх ҫийӗнчех туйса илнӗ: Çӗнӗ 4 терапи участокӗ уçăлнă, ĕҫе ҫамрӑк тухтӑрсем килнӗ. Канашри медцентрта шутланаҫҫӗ вӗсем, Тăвайра сипленеҫҫӗ. Сӑмах май, пӗрлешӳ тухтӑрсен шалӑвне ӳстерме май панă. Ку укçа перекетлени мар. Ҫапла çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Ҫамрӑк специалистсем килеççĕ. Тухтӑрсен ӗҫ укҫи ÿсет, тата медицина пулӑшӑвне илесси лайăхланать.
💢 Ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуç хунисене асра тытмашкăн мемориалсем тумалли çинчен массăллă информации хатĕрĕсенче сахал мар çырнă. Шупашкарта «Çĕнтерÿ» мемориал паркĕнче мемориал пулмалли вырăна астăвăм чулĕ хунă çĕре хам та хутшăнтăм. Ку проект малалла мĕнле аталанĕ?
– Пирĕн пĕрлехи ĕçе пула тăтăшах тĕрлĕ палăк уçăлнине куратпăр. Нумаях пулмасть Шупашкар çывăхĕнчи çăва çинче объект уçрăмăр. Шупашкар варринче палăк лартни çеç сахал. Çавăнпа дизайнерсемпе, архитекторсемпе пухăнса калаçрăмăр. Паянхи кун тĕлне ку задачăна мĕнле пурнăçламаллине ăнланатпăр. Паян палăк тума саккас панă ĕнтĕ, çу уйăхĕнче хатĕр пулмалла вăл. Пирĕн Петр Пупин скульпторпа Афанасьев архитектор ĕçлеççĕ. Çак хутлăха хатĕрлессипе проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Çавăн пекех алюминирен кĕпер тума палăртнă. Вăл хăрушлăхсăр пулĕ, туристсене илĕртĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне ĕлкĕресшĕнччĕ, анчах май пулмасть ĕнтĕ.
Кăçал эпир çак ĕçĕн результатне куратпăрах.
💢 Олег Николаев – ăшă сечĕсем пирки
— Юлашки çулсене пăхсан куратпăр, чăнах та, пăтăрмахсем пулчĕç. Анчах вĕсем пысăках мар. Кăнтăр-Хĕвел Анăç районĕнче йывăрлăх сиксе тухнăччĕ. Анчах ăна çийĕнчех татаса патăмăр. 2025 çулхи çулла Çĕнĕ Кăнтар районĕнче вĕри шыв парассипе чăрмав тухнăччĕ. Мĕншĕн тесен çуллахи тĕрĕслев çине нумайрах ĕç тиеннĕ. Ăна та татса патăмăр. Паллах, кун пек тĕрĕслевсене çулла ирттерни аванрах.
Ăшă сечĕсем кивелсе çитнĕ, вĕсене пĕчĕккĕн çĕнетсе пырăпăр. «Т Плюсăн» çĕнĕ ертÿлĕхĕ ĕç яваплăхне лайăхрах туясса шанас килет.
Паян Куславккара, Çĕмĕрлере ăшăпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Улатăрпа та ку ĕçе туса çитермелле. Муниципалитетсенче те, сăмахран, Хĕрлĕ Чутайра, ку енĕпе тĕплĕ ĕçсем пулĕç.
💢 2026 ҫул Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкĕ тесе палăртнă. Вăл республикӑри пур ҫынна та пӗрлештерекен ҫул пултӑр тесе мӗнле пуҫарусене пурнăçлама палӑртнă?
— Çулталăка халалласа 70 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Çав шутра чăвашсен «Акатуй» уявне те, тутарсен «Сабантуй» праçникне те. Чӑваш Енре вара 120 наципе национальноҫ ҫураҫуллӑ, килĕшӳллĕ пурӑнать. 34 наципе культура автономи центрне йĕркеленĕ. Туслăх çуртĕнче тĕрлĕ халăх уявĕсене ирттерме палăртатпăр. Ытти регионти мероприятисене те хутшăнăпăр.
💢 М-7 çул участокне тата виҫҫӗмӗш транспорт ҫурма унка юсаса ҫӗнетмелли проект мӗнле лару-тӑрура-ши?
— Проект хатӗрлетпĕр. Ҫула федераци укҫи-тенкипе тӑваҫҫӗ. Çак участоксене йĕркене кĕртесси 2029 ҫулхи планра тăрать. Пурнӑҫа кӗртме тытӑнмалли вӑхӑта куҫарма май тупӑнсанах эпир ҫакна тӑвӑпӑр.
💢 Елчĕк тăрăхĕнче Аслă Таяпа хулашĕ Чăваш Енре чи пысăкки тата чи паллăраххи шутланать. Вăл 11-13-мĕш ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар хулисене çывăх. Кун пек объект истории тата этнографии туризмĕ тĕлĕшĕнчен питĕ кăсăклă. Аслă Таяпа хулашĕнче этнокомплекс тусан питĕ вырăнлă пулĕччĕ.
— Эпир хальхи вăхăтра туризма аталантарма нумай вăй хуратпăр. Пирĕн туристсене малтан хамăрăн тавралăха юраттармалла, унтан тепре килес кăмăл çуралтăр тесе тăрăшмалла. Ку тĕлĕшрен федераци, республика хыснинчен укçа илсе çак проектпа ĕçлемелле. Эсир те манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарать.
💢 Елчӗк округӗнче сывлӑх сыхлавĕн тытӑмӗнчи улшӑнусемпе çыхăннă халăх итлевĕнче тавлашу çуралнă. Ятарлă çар операцине хутшӑнакана, чăнах та, тухса калаçма чарнă-и?
Олег Николаев ку пулăма правӑна сыхлакан органсемпе пĕрле тĕпчессине пĕлтерчĕ.
💢 Чăваш Енĕн электрохуçалăхĕнче пысăк инвестицисем пулнăччĕ. Кĕске вăхатрах вĕсем Раççей сечĕсене кайма пултарĕç.
— Электросетьсен ĕçне йĕркелемешкĕн эпир Промышленноçпа энергетика министерствин пилот проектне хутшăнтăмăр. Ку пирĕн республикăна лайăх витĕм кÿчĕ. Сетьсен хуçалăхне çирĕплетме ĕçсем туса ирттертĕмĕр.
Раççей сечĕсемпе Чаваш Республики хушшинче вĕçленмен ыйту пур. Пĕрремĕш инстанци сучĕ регионăн позицине тĕрев панă. Вăл сеть комплексне ертсе пырас ĕçе республика хăйĕн стратеги программипе килĕшÿллĕн йĕркеленине курать. Суд вĕçленмен-ха. Халĕ апелляци тапхăрĕ пырать. Çавăнпа малтан суд вĕçленессе кĕтсен аванрах пулĕ.
💢 10 çултан хăш профессисем кирлĕрех пулĕç?
— Маларах палăртса хума питĕ йывăр. Анчах дизайнер профессийĕ кирлĕ пулатех тесе шухăшлатăп. Çирĕп тĕллевлĕх, тарăннăн ĕçлени, ĕçе пахалăхлă туни пелтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурсан кирек хăш профессие те ăнăçлă алла илме пулать.
💢 «Етĕрне тăрăхĕнчи В.И. Чапаев ячĕллĕ лаша заводне никĕсленĕренпе кăçал 100 çул çитет. Юлан утсен ăмăртăвĕсене кашни çул вуншар пин çын хутшăнать. Çак завода аталантарасси пирки мĕн шухăшлатăр? Юлан ут спорчĕн пуласлăхĕ мĕнле-ши?»
— Паллах, юлан ут спортне аталантармашкăн хамăр енчен пулăшу кÿме хатĕр. Чăваш Ен хăвăрт чупакан утсемпе Раççей тата тĕнче шайĕнче палăртăр тесе тăрăшăпăр.
💢 «Коммерсант» хаçат журналисчĕ Чӑваш Енри туризм аталанӑвӗпе кӑсӑкланчӗ.
— Республика Пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республики пысӑк тӗллевсем палăртма хӑнӑхнӑ. Çак ӑнтӑлусем ВЭБ корпорацийӗн ӗҫ-хӗлӗн векторӗпе пӗр килеҫҫӗ, вăл анлӑ майсем уҫать.
Халӗ регион туристсемшĕн кăсăклă çĕнĕ вырăнсем йӗркелет.
Регион юханшыв туризмне, пӗчӗк хуласен илӗртӳлӗхне аталантарассине тимлӗх уйӑрать: Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри тăрăхĕсенче причал стенкисем пулӗҫ.
Шуршăлта Космонавтика музейне юсаса ҫӗнетеççĕ.
«Симӗс ылтӑн», Ҫырла фестивалӗсем, спорт вӑййисем ирттернӗ кунсенче пур хăна çурчĕ те тулли.
Промышленноҫ туризмне те аталантараççĕ. «Промтрактор» халиччен пулман пысӑк бульдозерсене кӑтартма хатӗр.
💢 Пĕлтĕр йышăннă влаç правительствине мĕнле хаклатăр?
– Конституцие улăштарман. Пирĕн йеркеленĕ аталану ĕсне чакармасăр тытса пырас тесе тăрăшмалла. Çавăнпах пире Правительствăн Председателĕ кирлĕ терĕмĕр. Кашниех хăйĕн енĕпе ĕçлемелле.
Реформăна вара паян мар, 2020 çултах ирттернĕ. Компетенцисем кĕртнĕ. Пуçлăх Администрацийĕнче темиçе компетенци центрĕ йĕркеленĕ: коррупципе кĕрешекенни, кадрсемпе ĕçлекенни. Унсăр пуçне — право тĕлĕшĕнчен пулăшакан центр. Çавăн пекех влаç органĕсене хуçалăх енчен тивĕçтерекен центр. Çакă ĕçе çĕнĕлле йĕркелени пулчĕ. Чăнах та, лайăхрах ĕçлессе кĕтетĕп. Çапах та Раççей шайĕнчи рейтингсем пирĕн ĕç-хĕл лайăх йĕркеленнине кăтартса параççĕ. Анчах та ĕçлемелли нумай-ха.
💢 Чăваш Енре «Хамăрăннисен вăхăчĕ» вĕрентÿ программи пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансене влаç органĕсенче ертÿçĕсем пулма хатĕрлеççĕ. Çак программăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ хăйсене мирлĕ пурнăçра тупса тĕрлĕ тытăмра тăрăшма пуçланă та. Патшалăх службинче вĕсем мĕнлерех палăраççĕ-ши? Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе эсир кăсăкланатăр-и?
— Ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен кашниех уйрăм шутра. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пирĕн çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эпир вĕсемпе пĕрмай çыхăнса, вĕсен çемйисемпе те хутшăнсах тăратпăр. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакансен чунра пирĕн обществăна малалла та усă кÿрсе, пурнăçне çак ĕçе халалласа ирттерес туртăм вăйлă. Çакăн пек çынсем патшалăх тытăмĕнче питĕ кирлĕ.
💢 «Пирĕн «ВОИН» центр икĕ çулта. Курсантсем тĕрлĕ çĕрте çитĕнÿ тăваççĕ. Çамрăксен патшалăх премине тата Республика Пуçлăхĕн стипендине илмешкĕн конкурса хутшăннă чухне пирĕн курсантсене балсем хушса парсан питĕ аван пулĕччĕ.
– Лайăх шухăш. Ку ыйтăва пăхса тухăпăр. «ВОИН» курсанчĕсем чăннипех те маттур, ГТО кăтартăвĕсем те вĕсен – чи лайăххисем. Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Федераци шайĕнчи мероприятисенче те республикăна лайăх кăтартатăр. Маттурсем! Малашне те çапла тăрăшăр! Сирӗн ыйтăва вара вĕренÿ министрĕпе сÿтсе явăпăр, тен, анлăрах та пăхăпăр.
💢 Ыйту – çĕнĕ шкул пирки
— Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕн вырăнĕнче халĕ çĕнĕ микрорайон тăваççĕ. Унта шкул та тума палăртнă. Вăл хута кайсан пĕтĕм территоришĕн ачасене шкула вырнаçтарас ыйту уçăмланать.
Юлашки çулсенче эпир Шупашкарта кашни çулах 1-2 шкул хута яратпăр.
Шкул ачисем валли пĕрешкел условисем йĕркелесси пирĕншĕн тĕпре. Ку енĕпе ĕçлетпĕр.
💢 Чăваш Ен шефа илнĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянскран видеоçыхăнупа ыйту пулчĕ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енпе Бердянск тӑрӑхӗ пĕрле ҫыхӑнса ĕçлет. Республика ачасен канăвне йĕркелет, Запорожьери спортсменсене тренировка пухӑвӗсене йышӑнать.
💢 Республикăра авариллĕ çуртсенче пурăнакан çынсене çĕнĕ çурта куçарас ĕçсем мĕнле пыраççĕ?
— 331 çуртран 20-ĕшĕпе ку ĕçе вĕçлерĕмĕр ĕнтĕ. Пирĕн тата 311 çурт юлать.
Кăçал пĕтĕм нормативлă документа пурнăçа кĕртессе шанатпăр. Муниципалитетсен пуçлăхĕсен утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак 297 çурта пурнăçа кĕртсе çĕрсене хатĕрлемелле. Вара эпир питĕ хăвăрт çак ĕçе малалла тăсма пултарăпăр. Эпир аварилле çуртсене кăна мар çĕнĕ çуртпа тивĕçтеретпĕр. Пирĕн нумай ачаллă çемьесене те çак ыйтупа пулăшмалла.
💢Шупашкар аэропортĕнче ытти çĕршывпа çыхăнтаракан рейссем уçма палăртман-и?
— Хамăрăн аэропортăн статусне çирĕплетме пире ун пек рейссем кирлех. Кăçал çавăн пек авиарейс хута каясса шанас килет.
Шалти рейссем пирĕн анлăлансах пыраççĕ, хăвăрах куратăр. Çавăнпа ют çĕршыва та Шупашкартан самолет вĕçмеллех.
💢 Пичет çурчĕ медиапарк пулса тăрĕ
Унта шкулсенчи е ытти медиастудире журналист ăсталăхне туптакансем çак ĕçе тарăнрах ăса хывма пултарĕç, пĕлтерчĕ Олег Николаев.
💢 Шупашкарта пӗр-пӗр предмета тӗплӗн вӗренме май паракан шкулсем пур. Ҫакнашкаллисем ют ҫӗршыв чӗлхисене те /китай, акӑлчан, француз/ пырса тивеҫҫӗ. Анчах Чӑваш Республикинчи тӑхӑр хуларан пӗринче те пирӗн тӑван чӗлхене – чӑваш чӗлхине — тӗплӗн вӗренме май паракан шкул ҫук. Чӑваш халӑхӗн пысӑк пайӗ вара хуласенче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ ыйтмасть тесе калама пулать-ха, анчах вӗсем чылай чухне мӗн пурринчен суйлаҫҫӗ кӑна. Ҫакнашкал шкулсене республикёра мӗншӗн йӗркелемеҫҫӗ?
— Чăваш чĕлхине аталантарас, унăн илемлĕхне кăтартмашкăн нумай ĕç тăватпăр. Унсăр пуçне 2022 çулта вĕрентÿ пособийĕсен авторĕсем Правительство ларăвĕсенче пулчĕç. Раççĕйре паянхи кун кашниех мĕнле чĕлхене тăван тесе йышăнассине суйласа илет. Кăçалтан эпир хăш-пĕр шкулта предметсене чăвашла вĕрентессине ĕçе кĕртме шухăшлатпăр.
Кунта ытти чылай ыйтӑва тишкерчĕç.
Ыйту-хурава çак ссылкăри ХЫПАРСЕМПЕ усă курса хатĕрленĕ: https://t.me/hyparchuvashia

