Чăваш Ен Правительстви çĕнĕ çурт-йĕр тăвассипе çеç мар, граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарас ыйтупа та тимлет.
Регионта юхăннисен шутĕнче нумай хваттерлĕ 331 çурт — пĕтĕмпе 108 тăваткал метр. Муркаш, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски округĕсенче унашкалли пĕрре те çук, çав вăхăтрах Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕрпỹ округĕсенче, Шупашкарта — пайтах.
2025-2026 çулсем валли палăртнă программăра нумай хваттерлĕ икĕ теçетке çуртри 258 çынна — 118 çемьене — çĕнĕ çĕре куçарма йышăннă. Çакăн валли пĕлтĕр 374,5 миллион тенкĕ уйăрнă, 324,6 миллионĕпе усă курнă.

