Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ейỹ тапхăрне хатĕрленер

Ейỹ тапхăрне хатĕрленер

Хĕллехи тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата çурхи ейỹ тапхăрне хатĕрленесси паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çанталăк кăçал чылай чăрмав кăларса тăратрĕ. Январьте пĕр уйăхри нормăн 189 проценчĕ чухлĕ юр çунă. Февралĕн пĕрремĕш çурринче те сахал мар юр пулчĕ. Юр нумай та, паллах, ейỹ пысăк пуласси иккĕленỹсĕр. Çавна май гидротехника ссоруженийĕсем, коллекторсем, шыв юххисем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. Вĕсене çỹп-çапран, юртан, пăртан тасатмалла. 16 муниципалитетри 57 ял-хула урамĕсене шыв илме пултарассине палăртнă. Юр хулăн — 53-рен пуçласа 80 сантиметр таранах. Пĕлтĕр, сăмах май, ку кăтарту 0-18 сантиметр кăна пулнă. Синоптиксем март уйăхĕнче сывлăш температури вăтамран 1 градус шайĕнче пуласси çинчен калаççĕ — нормăпа пăхнинчен самай ăшăрах. Çакă юр хăвăрт ирĕлме пултарассине пĕлтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code