Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Александра Ефремова — 100 çулта

Александра Ефремова — 100 çулта

Тăвансене, туссене çуралнă кунпа саламланă май 100 çула çити пурăнма сунатпăр. Анчах та çак çула çитме пурне те пỹрмен. Чи çирĕпписем, сывлăхлисем çеç пĕр ĕмĕр урлă каçнине уявлаяççĕ. Вĕсенчен пĕри — Комсомольски округĕнчи Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Александра Ефремова. Вăл мартăн 5-мĕшĕнче 100 çул тултарнă.

Александра Кирилловна 1926 çулта Елчĕк районĕнчи Анатри Тимеш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çак вăхăтра çуралнă ытти нумай çыннăнни пекех унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман. Мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ, ачаллах йывăр ĕçе кỹлĕннĕ. Вăрçă çулĕсенчи терт-нушине те туллин астивнĕ. 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Иваново облаçне торф кăларнă çĕре ĕçлеме кайнă, унтан Канаш хулинче лавçăра тăрăшнă. 1947 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕпе Василий Ефремовпа çемье чăмăртанă, Нĕркеç ялне куçса килнĕ. Нумай çул колхозра вăй хунă, кил-çурт тытса пынă, ачисене çитĕнтернĕ.

Александра Кирилловнан пурнăçĕнче чылай йывăрлăха парăнтарма, хура-шурне чăтма тивнĕ. Унăн мăшăрĕ пурнăçран питĕ ир — 35 çулта чухне уйрăлнă. Ун чухне çамрăк хĕрарăм çиччĕмĕш ачине кĕтнĕ. Мăшăрсăр, тĕрексĕр тăрса юлсан та нумай ача амăшĕ пуçне усман. Йышлă çемйине тăрантарас тесе чи йывăр ĕçе кỹлĕннĕ, вăрман касма та кайнă. Ырми-канми ĕçлесе çирĕп çурт лартма вăй çитернĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă.

— Нумай ĕçленĕ ĕнтĕ, канса курман. Турă сывлăх панă пуль çак çула çитме, — тет кăмăллăн кинемей иртнине аса илме ыйтсан.

Паянхи кун Александра Кирилловна — телейлĕ анне, ытарайми асанне-кукамай, мăн асанне-мăн кукамай. 13 мăнукĕпе вĕсен 11 ачи Ефремовсен йăхне малалла тăсаççĕ.

А.Ефремова пек çынсем — пирĕн мухтав, чĕрĕ истори, ĕçченлĕхпе хастарлăхăн тĕслĕхĕ. Кинемее чаплă юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр, малашне те çывăх çынсен ăшшипе тата тимлĕхĕпе киленсе нумай çул пурăнмалла пултăр.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code