2025 çулта Чăваш Енре 821,3 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çак кăтарту планпа пăхнинчен чылай пысăкрах.
Çулталăк тăршшĕнче нумай хваттерлĕ 194 çурта тĕпрен юсанă, 141 лифта çĕннипе улăштарнă. Кăçал нумай хваттерлĕ 335 çурта тĕпрен юсама палăртнă. Çакă 50 пин ытла çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшĕ.

