Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнчи 74-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Роман Сергеевич ФОМКИН (наставникĕ — Е.З.Морозова) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл экологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче призер пулса тăнă.

