Округри ял хуçалăх предприятийĕсем тата ХФХсем çурхи культурăсене акма пуçăннă. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1652 гектар тырă тата пăрçа йышши культурăсем акнă, çав шутра çурхи тулă — 736 га, урпа — 691 га, пăрçа — 225 га. Çавăн пекех 274 гектар лаптăкра пĕр çул ỹсекен курăксем акнă. Унпа пĕрлех хуçалăхсенче кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ тата сỹрелеççĕ, тăпрана культивацилеççĕ.

