Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хурăн супăнĕ

Хурăн супăнĕ

Хурăн тикĕтĕнчен тунă супăне çапла калас килет. Тикĕт супăнĕ (дегтярное) тесе сутаççĕ ăна. Вăл ал айĕнче пулни унпа ỹт-тире сыватма пулăшать. Профилактика валли те усă курма пулать.

Пит çине пỹрлешке, шатра (угорь) тухсан тикĕт супăньне вĕтетмелле, ăшă шывпа пăтратса кăпăклантармалла та пите лайăх кăна сĕрмелле. 15 минут тытмалла, çуса ямалла, пите нỹретекен (увлажняющий) крем сĕрмелле. Процедурăна 5-7 кунсерен тумалла. Енчен те супăнь сĕрсен ỹт «çунма» пуçласан, хĕрелме тытăнсан, ăна çуса ямалла.

Хура пăнчăллă пỹрлешкерен хăтăлмашкăн тикĕт супăньне ăшă шывра ирĕлтерсе кăпăклантармалла, кăшт апат соди хушмалла, лайăх хутăштармалла та куçа лекесрен асăрханса пите сĕрмелле. 12-15 минут тытмалла, унтан уçă шывпа çуса ямалла. Процедурăна эрнере 2 хут тумалла.

Тута çине шатра (герпес) тухсан пỹрнене йĕпетмелле, унпа супăне сăтăркаласа илсе шатрана сĕрмелле. Çапла кунне темиçе хут тумалла. 1-2 кунтан шатра типсе пĕтмелле.

Ура тупанĕ çуркаланасран ăна тăтăшах йĕркене кĕртмелле. Урана ăшă шывра çемçетсе ура лаппине тикĕт супăнĕпе сĕрмелле. 12-15 минут тытмалла. Унтан ура тупанне хырса тасатса тип çу сĕрмелле, 12-15 минут тытмалла.

Асра тытма. Тикĕт супăнĕпе 2-4 эрнерен ытлашши усă курма сĕнмеççĕ. Вăл ỹте типĕтсе яма пултарать. Унсăр пуçне унпа аманнă вырăнсене сĕрмеççĕ, пĕчĕк ачасене сиплес умĕн тухтăрсемпе канашламалла. Хăшĕн-пĕрин аллерги пулкалать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code