Республикăра пурăнакансен тĕрлĕ категорине социаллă пулăшу пама тата 490 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Ку тĕлĕшпе патшалăхăн «Граждансене социаллă пулăшу парасси» программине улшăну кĕртнĕ. Ăна пурнăçлама пăхса хунă укçа 2026 çулта пурĕ19,5 миллиард тенке çитнĕ. Хушса пани кашни уйăхри тỹлевсене индексацилеме, пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене çĕнĕ меслетсемпе тĕревлеме май парĕ.
СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çывăх çыннисене республика пушшех пысăк тимлĕх уйăрать. Сăмахран, «Бизнесра хамăрăннисем» проектпа усă курса услам ĕçне пуçласа яма пултарĕç. Организацисен СВОна транспортпа гуманитари пулăшăвĕ çитерессипе çыхăннă тăкакĕсене республика саплаштарать.
Кăçалхи февраль уйăхĕнче ЧР Правительстви тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсен кашни уйăхри пособине 6,22 процент индексациленĕ, çапăçусен ветеранĕсен тỹлевĕн виçине 2 хут пысăклатнă.

