Хăвăлçырмари культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Суркова тата округри обществăлла палата членĕ Зинаида Михеева библиотекарь çемьесем валли усăллă та кăсăклă мероприяти йĕркеленĕ.
Хăйне евĕрлĕ — «Эпир иксĕмĕр — пĕр юхан шывăн икĕ çыранĕ» кану каçне хутшăннисем çемьери ырă йăла-йĕркесем, юратнă кĕнекесем çинчен аса илнĕ, юрăсем шăрантарнă. Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене пĕлессипе те, ỹнер ĕçĕнче те тĕрĕсленĕ хăйсене. Юлашкинчен çемьесем шур чечекрен пуç кăшăлĕсем çыхса пĕрлĕхе çирĕплетнĕ.

