Регионăн экономика аталанăвне предпринимательсем те пысăк тỹпе хываççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:
«Чăваш Ен Правительстви пĕчĕк тата вăтам бизнеса яланах пулăшма тăрăшать. Пирĕн тĕллев — кирек мĕнле бизнес-идейăна та регистрацилесси, тишкересси тата тĕрев парасси. Эпир хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пысăк предприятисемпе танах пулăшу мерисем сĕнетпĕр, кун пекки урăх регионта çукпа пĕрех».
Паянхи кун тĕлне официаллă майпа регистрациленнĕ пĕчĕк тата вăтам предприятисен шучĕ 2020 çулхипе танлаштарсан 18,7 процент ỹснĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ вара 14 хут пысăкланнă — 100 пине çитнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти экономикăн ятарлă эрни, «Канаш» ТОСЭР ĕçленĕрен тата пысăк инвестпроектсене пула капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 102 миллиард тенкĕрен иртнĕ. 2025 çулта патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăран республика бюджетне 495 миллион тенкĕ хывнă. Куçми пурлăх объекчĕсен хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ тỹпи 99,5 процент. Çĕре пысăк калăпăшлă инвестпроектсем валли аукцион ирттермесĕрех тара парасси çинчен калакан саккун вăя кĕме пуçланăранпа 83 лаптăк (пĕтĕмпе 137,8 гектар) уйăрнă. Нумай ачаллă çемьесене тата СВОна хутшăнакансене пулăшупа тивĕçтерес ĕç малалла пырать — 12 пин ытла çемье сертификатлă е пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн пĕр хутчен паракан тỹлеве тивĕçме пултараççĕ…
Çак тата ытти ыйтăва Раççейри предпринимательлĕх кунĕнче, республикăри «Çулталăкри предприниматель — 2025» конкурса пĕтĕмлетнĕ май, хускатнă. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ пултарулăх тупăшăвне 150 ытла субъект хутшăннă.
Уйрăм номинацисенче мала тухнисен йышĕнче пирĕн ентешсем пурри пушшех кăмăллă. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» номинацире, акă, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшассинче хастарлăх кăтартакан Вадим Чернов предприниматель çĕнтернĕ.
«Крахмалпром» сахал яваплă общество (директорĕ Александр Кудряшов) — «Производствăра малта пыракан». Ку ята коллектив экономикăпа социаллă аталанури пысăк кăтартусемшĕн тата производство сферинчи инвестици активлăхĕшĕн тивĕçнĕ.
«АСК-Яльчики» ООО (ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин) вара «Çулталăкри агро-инноватор» номинацире пĕрремĕш. Кунта производствăри тата ял хуçалăх продукцине туса илессинчи кăтартусем пысăк пулнине шута илнĕ.

