Ача-пăча пултарулăхĕ енĕпе республикăра иртнĕ «Черчен чечексем» фестиваль-конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсен пысăк ушкăнĕ хутшăннă.
Тĕрлĕ номинацире унта Кира Соловьева, Виктория Филимонова, Ксения Львова, Диана Максимова I степень лауреат дипломĕсене çĕнсе илнĕ. Зинаида Павлова ертсе пыракан халăх инструменчĕсен ансамблĕ вара Гран-при хуçи пулса тăнă.

