Герань (пеларгони) чечеке вăйлă лартăр тесен ỹсен-тăрана çутăпа тивĕçтермелле, виçине пĕлсе шăвармалла, вăхăтра апатлантармалла, ытлашши туратсене касмалла.

Ку чечеке талăкра 10-12 сехет çутă кирлĕ. Хĕвел çути тỹррĕнех ỹкни чечекĕн çулçисене «çунтарма» пултарать. Çавăнпа геране хĕвел тухăç тата хĕвел анăç енчи чỹрече янаххисем çине лартмалла. Хĕлле çутă çитмест, çавăнпа хушма çутăпа тивĕçтермелле.
Герань шыв нумай сапнине кăмăлламасть. Çĕрĕ типĕ тĕк чечек начартарах çурать. Ỹсен-тăрана çĕр сийĕ 2-3 см типсен шăвармалла. Çулла вăтамран эрнере 2-3 хут, хĕлле эрнере пĕр хутчен шыв сапмалла.
Чечеке куллен апатлантармалла, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен уйрăмах. Чечек лайăх çуртăр тесен фосфор тата кали им-çамĕсемпе тивĕçтермелле. Азот удобренийĕпе çуркунне кăна усă курмалла. Çавăн пекех ỹсен-тăранăн ытлашши турачĕсене иртме манмалла мар. Малтанах сарăхнă, типнĕ çулçăсене иртмелле. Чи вăйлă тунасене хăварма тăрăшмалла. Енчен те чечек питĕ çỹллĕ тĕк çỹлти пайне, вăрăм, авăнчăк туратсене асăрханса касмалла. 10 см тăршшĕ кăна хăвармалла. Шал енчен ỹсекен туратсене те иртмелле.

