Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пилĕк каччă валли чăваш тумĕ хатĕрлерĕм»

«Пилĕк каччă валли чăваш тумĕ хатĕрлерĕм»

— Раççей шайĕнчи конкурссенче мала тухма çăмăл мар. Унта 10 ĕçрен кая мар тăратмалла, вĕсене тума пысăк чăтăмлăх, ăсталăх тата чылай вăхăт кирлĕ. Манăн вĕренекенсем республикăра мала тухса «Молодые дарования России» конкурса хутшăнчĕç. Виçĕм çул Камилла Львова 3-мĕш вырăнпа таврăнчĕ, пĕлтĕр вăлах тата Алена Николаева иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Кăçал Анна Гаврилова хăйĕн ĕçĕсене тăратрĕ. Пĕтĕмлетĕве чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, — çапларах каласа кăтартать ачасен çитĕнĕвĕсем пирки Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Наталья Филиппова.

Вăл вĕсене ал ĕçĕ тума — çĕлеме, ỹкерме, çыхма… — вĕрентет. Ытларах чăваш эрешĕллĕ тата кавир тĕрĕсемпе ĕçлет. Кавир тĕрри тенĕрен, çак ăсталăха алла илнисен шучĕ республикăра та нумаях мар.

Наталья 1990 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Ашшĕ электрик ĕçне алла илнĕ, амăшĕ бухгалтерта ĕçлет. Хĕр ача пĕчĕкренех пултарулăх енне туртăннă. Технологипе ỹкерỹ урокĕсене кăмăлланă, тĕрлĕ хатĕртен илемлĕ япаласем тума ăнтăлнă. Çак туртăм асламăшĕнчен куçнă ахăртнех. Каникулсенче çывăх çынни патĕнче пурăнни те пысăк витĕм кỹнĕ. «Асаннен аллинче яланах пански йĕппиччĕ. Тăтăшах çыхатчĕ, ачисене, мăнукĕсене, ытти тăванне ăшă нускипе тивĕçтеретчĕ. Пирĕн урара яланах вăл çыхнă чăлхаччĕ. Телевизор умĕнче ларнă, хăнасемпе пупленĕ вăхăтра та алли пĕр чарăнми ĕçлетчĕ. Иккĕмĕш класра асанне мана хĕресле тĕрлеме вĕрентрĕ, виççĕмĕшĕнче — пански йĕппипе çыхма. Тăваттăмĕш класс тĕлне никам пулăшмасăрах алсиш çыхма пултартăм», — куç умне кăларчĕ ачалăхри самантсене ăста.

Çитĕнсе пынă май унăн дизайнер пулас ĕмĕт çуралнă. 6-мĕш класра вăл искусство шкулне çỹреме пуçланă. Тăватă çул ỹнер вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă май пурнăçне çак профессипе çыхăнтарас кăмăл çирĕпленсе пынă хĕрĕн. Шкул хыççăн вара И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ỹнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ.

— Çав çулсем халĕ те асра. Пĕр курсрисемпе пĕр-пĕрне пулăшса пыраттăмăр. Общежитире пĕрле пурăнакан хĕрсемпе уйрăмах туслăччĕ. Вĕсемпе пỹлĕме кăна мар, вĕренỹри йывăрлăхсене те пĕрле пайлаттăмăр, пушă вăхăтра кинона, театра, пултарулăх çуртĕнчи çĕвĕçсен кружокне çỹреттĕмĕр. Татьяна Петрова преподаватель панă пĕлỹ паянхи кун та пулăшса пырать. Диплом ĕçĕ пирки те унпа канашларăм — чăвашсен 5 тĕрлĕ тумне çĕлерĕм. Тумсене хатĕрленисĕр пуçне 5 каччă тупмаллаччĕ. Курсри яшсене ыйтма çук — вĕсем хăйсем те диплом хỹтĕлеме хатĕрленеççĕ. Пĕр ушкăнри хĕрсем пулăшрĕç, шăллĕ-пиччĕшне, юлташĕсене чĕнчĕç. Вĕсене музыка янăранă май тĕрĕс утма, хускалма вĕрентме тиврĕ. Практикăсăр пуçне теори пайĕ те пурччĕ — çапла вара кашни костюмăн вăрттăнлăхне тĕпчеме тата çырса кăтартма тиврĕ», — каласа парать ỹнер ăсти.

Университетран вĕренсе тухнă хыççăн Наталья пĕр хушă Шупашкар хулинчи ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче «Декор» кружок ертсе пырать. Ачасен ỹкерчĕкĕсемпе ал ĕçĕсем чылай хулара «пулса курнă». Пĕчĕкскерсем Йошкар-Олана, Хусана çитсе килнĕ. Кăшăлвирус тапхăрĕнче конкурссене дистанци мелĕпе ирттерме пуçланă. Пĕр енчен çакă лайăх та, сăн ỹкерчĕксене ярса паратăн та — темиçе кунран кăтартусене пĕлетĕн.

— Тĕрлĕ хулара пулса курни çунатлантарать, чунра ырă туйăмсем çуратать. Ун чухне ал ĕçĕсене пысăк чăматана тултараттăмăр та çула тухаттăмăр. Вăхăта питĕ хаваслă ирттереттĕмĕр, кулаттăмăр, шỹтлеттĕмĕр. Курав иртнĕ хыççăн жюри канашлатчĕ те çав кунах чыслатчĕ. Ачасем çул çỹреврен çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнатчĕç. Пĕррехинче Питĕрти конкурса кайнăччĕ, унта пурте малти вырăнсене йышăнчĕç. Ун чухне жюри ачасен ĕçĕсене курсан тĕлĕннĕччĕ — кавир тĕрри тăвассипе сахал çын аппаланать-мĕн, — сăмах çăмхине сỹтет ĕçне чунтан парăннă вĕрентекен.

Качча тухсан Наталья мăшăрĕн тăван ялĕнче — Элекçей Тимешре — пурăнма тытăннă. Вĕсем 2 ачана кун çути парнеленĕ. «Пĕрремĕш курс хыççăн каникула килтĕм те юлташ хĕрпе уçăлма тухрăмăр. Çавăн чухне паллашрăмăр пулас мăшăрăмпа Андрей Филипповпа. 7 çултан мăшăрлантăмăр. Яла куçса килтĕм. Пурăна киле Сашăпа Миша çуралчĕç. 5 çул декрет отпускĕнче ларнă хыççăн ĕçлес кăмăл тапса тăратчĕ, Елчĕкри искусство шкулĕнче хамăн вырăна тупрăм. Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Кĕçĕн класрисем яланах интереслине каласа параççĕ, хăш-пĕр чухне шỹтлеççĕ. Ачан аллине аталантарас тĕллевпе малтанах пластилинпа ĕçлеттеретĕп, фетртан тĕрлĕ тетте тума вĕрентетĕп, сăрăсене тĕрĕс хутăштарма тата ытти ĕçе хăнăхтаратăп. Ывăлăм Саша та кружока çỹрет. Миша пĕчĕкрех пулин те çĕлеме, тĕрлеме юратать. Аслăрах класрисем кавир тата чăваш тĕррисем тума вĕренеççĕ. Кунта пысăк ăсталăх кирлĕ, кавир тĕрлесси чăтăмлăх ыйтать. Кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма, вĕсене интереслентерме пĕлмелле», — тет Наталья Николаевна.

Унăн вĕренекенĕсем округри, республикăри тата пĕтĕм Раççейри конкурссенче пĕрре мар палăрнă. Вĕрентекен чуна парса ĕçлени куç кĕрет, ỹнер шкулне шăпăрлансем хистенипе мар, чун туртăмĕпе çỹреççĕ. Вĕренỹ хыççăн вĕсем смартфон «ăшне» путас вырăнне кружока утни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Наталья Филиппова хăй те конкурссене хастар хутшăнать. Ăна культура мероприятийĕсене те чĕнеççĕ, унăн тата вĕренекенĕсен ĕçĕсем кашнинех тыткăнлаççĕ, тĕлĕнтереççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Престиж», республикăра йĕркелекен «Методическая мастерская» конкурссенче кашни çулах парне çĕнсе илни те унăн ăсталăхĕ пысăк пулнине çирĕплетет. Иртнĕ çулхи кĕркунне вăл Чăваш Ен художникĕсен союзне кĕнĕ.

— Пĕрлĕхе кĕнĕренпе икĕ курава хутшăнтăм. Пĕри Тăвайри музейре, тепри Шупашкарти ỹнер центрĕнче иртрĕç. Çурла уйăхĕнче Шупашкар хулин кунĕ тĕлне ỹнер музейĕнче тепĕр курав уçăлать, çавăн валли чăваш тĕрриллĕ ĕçсем ăсталатăп. Малашне те хамăн пĕлĕве туптас, вĕрентекенсен пултарулăхне аталантарас килет, — вĕçлерĕ калаçăвне Наталья Филиппова.

Чăнах та, ачасене хăйсене кăтартма май пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Алă ĕçĕ енне туртакан вĕрентекенĕн хăйĕн те пултарулăхĕ тапса, аллинче ĕç вĕресе тăрать, çакă унăн вĕренекенĕсенче те сисĕнет.

Ирина ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Наталья Филиппова. Валерия Доброхотова вĕренекенĕн ĕçĕ — «Чăваш хĕрарăмĕ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code