Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром-2026» куравра Чăваш Енри тата Индонезири предприятисен ĕçтешлĕх килĕшĕвне çирĕплетнĕ.
Аякри çĕршыва суйласа илни ăнсăртран мар: унта инфратытăм проекчĕсем пурнăçланнă май чăваш бульдозерĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче — «Четрăн» нумай çулхи паха опытне тĕпе хурса техника пуçтарасси кăна мар, сервис йĕркелесси те. Çакă Раççейри инженери ăсĕпе ют çĕршыври ĕçтешсене усă курма та майсем туса парĕ.

