Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хыпарĕсем

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ пĕлтернинчен:

Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем планпа (22621 гектар) пăхнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 52,2 процентне (11804,78 гектар) пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 38,5 центнер. Уйрăммăн тулă тухăçĕ 43,8 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 572 гектар çинче акнă, тĕллев — 4870 гектар. «Сатурн» ЯХПК плана 167 процент пурнăçланă. Ял хуçалăх организацийĕсенчен 14-шĕ ку ĕçе пуçăнман-ха. «АСК-Яльчики» ОООра 45 гектар (план — 232 гектар) çĕр улми кăларнă. Пĕр гектара тивĕçекен вăтам тухăç — 334,2 центнер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code