Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пынă май ял хуçалăх техникине хĕл каçарма вырнаçтарасси — яваплă мероприятисенчен пĕри.
Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техникăна управа хатĕрлессине кашни çулах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Палăртнă ĕçе туллин хаклама ятарлă комисси октябрĕн 15-23-мĕшĕсенче смотр-конкурс ирттерет. Вăл машинăпа трактор паркĕсен территорийĕсен тирпейлĕхне те шута илĕ.

