Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç, иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ эрнерисене тишкерчĕç.
Канашлура чи малтанах çул-йĕр хуçалăхне хĕллехи тапхăра хатĕрлес, ăна тивĕçлĕ тытса тăрас ыйтăва сỹтсе яврĕç.
— Йывăр çанталăк условийĕсенче çул-йĕре хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме, хĕллехи вăхăтра юртан тата пăртан вăхăтлă тасатса тăма кирлĕ мĕнпур техника, материал хатĕр пулмалла, — палăртрĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый.
Территорири общество хăй тытăмлăхне (ТОС) йĕркелес ыйту тавра та калаçрĕç. Çак пĕрлĕх халăх ыйтăвне татса панă чух ертỹлĕхпе тỹррĕн хутшăнса ĕçлеме май парать, граждансен пурнăçне ырă енне улăштарас ĕçе пысăк тỹпе хывать.
Çавăн пекех округ территорийĕнче ял урамĕсене çутатассине йĕркелессине пăхса тухрĕç.
Канашлура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
(Хамăр корр.)

