Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрату юраттарать те…

Юрату юраттарать те…

КАЛАВ

Малалли. Пуçламăшĕ 42, 43, 44-мĕш номерсенче.

— Эп тем тесе мар-çке, киле пырса çỹреместĕн те. «Йĕркеллех тăрать-ши çав пирĕн Сима, тесе пăшăрханать аннỹ?» — лăпкăн калаçрĕ Микуль пичче.

Старик нихăçан та никампа та сасă хăпартса калаçса курман. Питĕ йăваш. Шăшие те вĕлерсе курман. Ял çинче хисепре. Ачисем вĕреннĕ çынсем вĕт.

— Серафим, ялтан килнĕ ватăна чей ĕçтермеллеччĕ. Кунĕ ăшах мар паян, — сăмах хушрĕç кабинетри бухгалтер-хĕрарăмсем.

— Вăл кайрĕ ĕнтĕ, аташса кĕнĕ вăл кунта, — ашшĕнчен вăтанса пит-куçĕ хĕрелчĕ Серафимăн.

Организацин алăкĕнчен те кăларса ямарĕ ашшĕне ывăлĕ.

— Уттарах, кай киле, — терĕ çеç хытă сасăпа.

Пуçне усса тухрĕ Микуль пичче кантуртан. Ывăлĕн хăтланăвĕ шутсăр килĕшмерĕ ăна. Чĕри те ачин чăрсăрлăхне пула, хĕсе-хĕсе илчĕ.

— Ара, манран, фуфайка тăхăннă çынран, вăтанчĕ пулать-и-ха вăл? Тумтирĕ шукăль мар та, çапах кивелмен. Юриех унта-кунта кайнă чухне тăхăнма тытса упратăп ăна. Колхозниксем çеç мар, ялти инженерсем çинче те мамăкран çĕлетнĕ тумтир. Ыттине туянаймăн. Çук куртка таврашĕ райцентр лавккисенче те. Ку меллĕ те, ăшă та. Ку тарама-ха, ун патне ашшĕ килнине пĕлтерес темерĕ, шеремет, — шухăш пуçне уссах антарчĕ арçынна.

Паçăр автомашинăран аннă арçын та каялла тухрĕ.

— Мĕн капла эсĕ, нумай та тăмарăн? Ĕçпе килнĕччĕ пулĕ Серафим Николаевич патне?

— Ĕçĕм-пуçăм темех мар. Ман ывăлăм вăл, курманни чылай вăхăт та, пĕр килнĕ чухне курсах каяс терĕм.

— Çук-им вара вырăнĕнче? Курнăçаймарăн-им?

— Куртăм, савăнтăм, ĕç нумай тет те, ăша пусарса калаçма ерçеймерĕ…

— Айтăр, апла сире вокзала çити лартса каятăп. Автобус часах пулать-и хăть?

— Тепĕр виçĕ сехетрен кăна. Вокзалта ларăп, — хуравларĕ ватă.

Кунĕпе çăвара апат яманни нимĕн те мар иккен кун пек чухне, ачи ашшĕне ыттисемпе паллаштарма именни, унран йĕрĕнни епле хăрушă! Çынна каласа параймăн ывăлĕн килпетсĕр хăтланăвне.

— Ытти ачасем пуç тайса хисеплеççĕ ашшĕне. Вăталăх ывăлĕн вара кантурта ларап тесе пуçĕ ăннă хур аçи пек каçăрăлса кайрĕ. Кама пăхрĕ-ши? — вокзал умĕнчи сивĕ сак çине ларнă май кăмăлĕ пушшех сỹрĕкленчĕ унăн, чĕри ыратса чышма пуçларĕ.

Серафим ашшĕпе урăх тĕл пулаймарĕ те. Те çак пулăма ытла та чĕри патне илчĕ вăл, те ытти шухăшĕ тата нумай пулчĕ — çывăрнă вăхăтрах чĕри тапма чарăнчĕ ашшĕн.

Виçĕ кунтан ăна ял масарне пытарчĕç. Ун чухне те ỹкĕнме пĕлмерĕ-ха Серафим.

Ĕлĕкхи чăваш йăлипе тĕп киле кĕçĕн ывăлĕ юлассине пуçне чикмерĕ. Ирĕксĕрех пĕччен тăрса юлнă ватă амăшне пăхма тĕп киле пиччĕшĕн таврăнмалла пулчĕ.

Серафим пĕр тăвансемпе маларахах хытă ятлаçнăччĕ.

— Эпĕ тем парсан та яла юлмастăп. Çĕр ĕçĕ ман валли мар. Ĕне хỹри пăрса çỹресси те çаплах. Колхозра карьера та тăваймастăп, — тенĕччĕ.

Хулари пысăк заводра инженерта тăрăшакан пиччĕшĕ çемйипе яла куçса килчĕ. Колхозра ун валли ĕçĕ те çукчĕ. Пурпĕрех ывăлĕн тивĕçне пурнăçлас терĕ.

— Мĕн-мĕн те, хăвăра пурнăç парнеленĕ аннĕре пĕччен хăвараймастăн. Çулĕсем хушăнсах пыраççĕ, — упăшкипе килĕшрĕ çирĕп кăмăллă арăмĕ.

Вăл кỹршĕ ял хĕрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ те çамрăк мар. Пĕртен-пĕр хĕрĕ çывăхра пурăнни вĕсемшĕн те лайăх.

Район центрĕнчи предприятие ĕçе вырнаçрĕ. Куллен çăмăл машинăпа çирĕм пилĕк çухрăма ĕçе çỹрерĕ. Ют чĕлхе вĕрентекен мăшăрне шкул коллективĕ хапăлласа йышăнчĕ.

Çулсем малалла иртнĕçемĕн те Серафим çемье çавăрма васкамарĕ.Тăтăшах тем шырать, такама кĕтет. Пĕр сукмакпа утма сăпайлă та ăслă хĕре арăм тăвасса шанать, анчах хальлĕхе ун тĕлне тĕл пулаймарĕ-ха Турă çырни.

— Пỹрни шăл çĕмĕрсе кĕрет теççĕ. Кĕтетĕп хамăн телейĕме, — шанăçа çухатмарĕ каччă.

Сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртрĕ. 24 çулхи йĕкĕт пĕринче ялти культура çурчĕн сцена çинчи илемлĕ сăн-питлĕ пикерен куç илеймерĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă концертра Константин Симоновăн «Жди меня, и я вернусь…» сăввине чĕрене тивмелле вуларĕ.

…Куçĕсем, хăмăр куçĕсем

Илĕртеççĕ хăй патне…

Таçтан-муртан пырса кĕчĕç юрату юрринчи йĕркесем унăн асне.

— Камсен хĕрĕ-ши ку? Таçта курнă пек те çак ăшă куçсене?

Темле аса илме тăрăшсан та пуçне нимĕн те пырса кĕмерĕ. Пĕр тесен ялти маттуркаçсене палламалла вăл: уйăхра пĕрре яла килсен тỹрех клубра çаврăнкаласа çỹрет. Ку пикене тĕл пулма пỹрмен.

— Хăна хĕрĕ пулса килнĕ пулĕ яла? — текен шухăш канăç памарĕ юттисене вĕçертмен йĕкĕте.

Концерт хыççăн çамрăксем дискотекăра савăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Баян е купăс кĕввипе ташласа савăнасси тахçанах манăçăннă: магнитофон яраççĕ те кассета çавăрттарать паллă артистсен янăравлă юррисене.

Юрий Антоновăн «Нет тебя прекрасней» юрри янраса кайсанах Серафим сăвă вуланă пике патне пычĕ. Пĕр ушкăна пуçтарăннă тантăшсем хĕрсех темĕн сỹтсе яваççĕ. Хĕр шутне кĕрсе çеç пыракан чиперуксем хăйсем патне аслă каччă пырса тăнинчен тĕлĕнчĕç те.

— Ялти вылянчăк камăн пуçне çавăрттарасшăн тата? Ватă вĕт вăл пирĕншĕн, — теме çеç ĕлкĕрчĕ Анна.

— Сире ташша чĕнме юрать-и? — ыйтрĕ вăл ăна аллинчен тытса.

Ăна-кăна кĕтмен пике тĕлĕнсе кайрĕ, çапах та:

— Юрать, — тесе персе ячĕ.

Вальс ташланă чухне çирĕм тăватă çулхи каччă вун саккăрти хĕрпе паллашма кăмăл пуррине пытармарĕ.

— Эпир пĕр-пĕринпе паллашнăччĕ.

— Ан тĕлĕнтер-ха?

— Астумастăр-им? Салтакран таврăннă чухне пĕр автобуспа килсе яла пĕрле утрăмăр.

— Вăт, анра пуç! Ватăлса пыратăп пулмалла. Çак хитре куçсене ăçта курнăччĕ-ха, тетĕп. Эсĕ тата чиперленсе кайнă та, палласа илеймерĕм, — намăсланчĕ Серафим.

Юрий Антоновăн илемлĕ юррине тăнламарĕç вĕсем, каччă хĕре тĕпчеме пуçларĕ.

— Канашра пуçламăш классен учительницине вĕренетĕп, — пĕлтерчĕ Анна.

— Куç хупса илнĕн иртеççĕ çулсем. Авă, епле хĕр пулса кайнă эсĕ тăватă çул хушшинче.

— Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть çав, — килĕшсе пуçне сулчĕ Анна. — Сире ялта курман. Хулара пурăнатăр пулĕ?

— Район центрĕнче ĕçлетĕп. Яла пит килмен. Нимĕн те туртмасть мана кунта.

— Мĕнле апла, тăван ялăн тусанĕ те пылак теççĕ вĕт.

— Тусан тусанах, çăвара кĕрсен мĕн тутли пултăр ун çумĕнче, — хăй сăмахнех печĕ каччă.

Çак тĕл пулу хыççăн Серафим яла килсен канмалли кунсене килте ирттерекен Аннăна клубран ăсатма тытăнчĕ. Темле çепĕçлĕх, айванлăх туртать ăна Анна патне, тăтăш курас килчĕ ăна. Иртнинче, акă, пит çăмартинчен чуптурĕ.

Анна хỹхĕм те тирпейлĕ хĕр. Вăтанать аслă йĕкĕтрен. Серафима вара хĕрĕн именчĕклĕхĕ пушшех хăй патне илĕртет. Ăслă калаçать. Хитре тăхăнать. Вăрăм çырă çỹçлĕ. Ăна çурăм хыçне сапаласа ярсан чăн-чăн пирĕшти тейĕн. Чи пĕлтерĕшли — вăл таса, ăна никам та тĕкĕнмен.

Çур çул çапла уçăлса çỹрерĕç вĕсем. Каччăн çу пекех ирĕлтерекен яка чĕлхи хăйĕн ĕçне турĕ. Анна унăн кашни сăмахне ĕненчĕ. Хĕр пичĕ кунсерен илемлĕ кулăпа йăлкăшрĕ. Хĕрелсе каякан пит-куçне те аллисемпе хуплама пăрахрĕ ĕнтĕ. Серафим хĕрĕн çинçе пилĕкне майĕпен-майĕпен тĕрĕнчĕ, çепĕççĕн, ачашшăн ыталарĕ. Каччăн вĕри тути унăн кăшт уçăлнă кăпăш тутине перĕнчĕ.

— Юрататăп. Маншăн тĕнчере санран хаклă çын çук. Ĕненсем, савнă тусăм! — пăшăлтатрĕ каччă хĕр тутин пылакĕнчен хăпаймасăр.

Ял халăхĕнчен нимĕн те пытараймăн: Серафим Аннăпа туслă çỹренине пурте тенĕ пекех пĕлсе çитрĕç. Пиччĕшĕпе аппăшĕ вылянакан каччă пирки йăмăкне пĕрре мар асăрхаттарчĕç, анчах Анна пĕрремĕш юрату авăрĕн тĕпсĕр шăтăкне путса пынине сиссе те юлаймарĕ. Пĕр каçхине юрату асамлăхĕн кỹллинче иштерекен каччăран пăрăнаймарĕ. Ытла та хĕрỹллĕ иккен каччăн ытамĕнче.

— Эпĕ сана хамăн арăм тăватăп. Эсĕ манăн çутă телейĕм! — час-часах янăраççĕ Серафимăн малашлăха чĕнекен сăмахĕсем.

Анна юратнă çыннине шанса амăшĕнчен уйăрнă кушак çури пек хăюсăррăн пуçне унăн кăкăрĕ çине хучĕ.

— Тепĕр уйăхра, кĕр мăнтăрĕпе, авланатăп. Вара эсĕ район центрне куçса килĕн. Вĕренсе пĕтерсенех кунта ĕç тупăпăр, — ыталарĕ вăл Аннăна.

Мĕн кăна каламăн юратнă чухне, хăвăнпа ху та хуçа мар, пĕтĕмпе юрату тыткăнĕнче чухне.

Хăйĕн çумĕнчи чи хаклă мула — хĕр чысне шанса панă йĕкĕтĕн асамлăн пăшăлтатакан сăмахĕсемпе киленекен хĕр вăтанса нимĕн те чĕнмерĕ.

Х Х Х

Шупашкарти пысăк предприяти ĕçченĕсем вĕсен организацийĕн опычĕпе паллашма килсен Серафим çаврака питлĕ, тулли кĕлеткеллĕ, хаклă йышши костюм тăхăннă, галстук çыхнă арçынран куç илмерĕ.

— Акă кам пек пулмалла манăн. Сылтăм аллинчи ятсăр пỹрнери ылтăн çĕрри епле сарлака. Унсăр пуçне тепĕр аллинчи ятсăр пỹрнине печатка тăхăннă, — ăмсанчĕ вăл хула арçыннине.

— Манăн пĕртен-пĕр хĕрĕм экономист. Хальччен ялта пулса курман. Питĕ килесшĕн пулчĕ Кавал ене, — ушкăнри хĕрпе паллаштарчĕ Иван Иванович.

Организаци директорĕ вăрман хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă хыççăн кану пỹлĕмĕнче хăнасене вĕри чейпе сăйларĕ. Вĕсемпе пĕрле канашласа ларма специалистсене те йыхравларĕ.

Серафим ют хĕрсене яланах витĕр сăнать. Иван Ивановичăн хĕрĕ Евгения ятлă. Унран виçĕ çул аслăрах. Качча кайман. Çав тери хитре сăн-питлĕ тееймĕн, çапах ашшĕ сумлă, укçаллă. Çитменнине завод ертсе пырать. Пĕртен-пĕр кĕрỹшне кỹрентерес çуках.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Малалли çитес номерте.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code