Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ытарайми çыннăмăрсем

Ытарайми çыннăмăрсем

Анне… Мĕн чухлĕ ăшăлăх, çепĕçлĕх, ырăлăх, çутăлăх, сăпайлăх, савăнăçпа илем çак сăмахра.

Анне пире çут тĕнчене киличченех хăйĕн варĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿрет, сывă çуратас тесе упраса та сыхласа пурăнать. Пепке çуралсанах хăйĕн куçĕсемпе амăшĕ çине ăшшăн тинкерет. Ÿснĕçемĕн пĕрремĕш утăмсем тăвать, пуплеме пуçлать, пĕрремĕш сăмахне калать… Ача «анне» тесе чĕнсен епле хĕпĕртет тата амăшĕн чĕри! Пурнăç çулĕ çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшать вăл.

Кашни амăшĕ хăйĕн ывăлĕпе хĕрĕ ăслă та пултаруллă, ырă кăмăллă та таса чунлă пултăр тесе тимлет. Çитĕнсе çитсен те, хамăр амăшĕ пулса тăрсан та, çумра пирĕн ылтăн алăллă та хастар хĕрарăм. Аннесĕр пурнăç пушă. Анне пулсан кил-çурт ăшă, хырăм тутă.

Хальхи çăмăл мар пурнăçăн йывăрлăхĕсенчен хăрамасăр нумай ача çуратакан çемьесем пурри савăнтарать. Хальхи вăхăтра районта нумай ачаллă çемьесем – 270. Вĕсен йышĕнче Шăмалакри Львовсем /8 ача/, Энтепери Исаевсем /7 ача/, Лаш Таяпари Сметанинсем /6/, Кушкăри Емельяновсем, Çĕнĕ Пăвари Крысовсем, Çуткÿлти Федоровсем, Аслă Шăхалĕнчи Ильинсем, Кĕçĕн Шăхалĕнчи Федоровсем пилĕк ача ÿстереççĕ. Пысăк хисепе тивĕçлĕ амăшĕсем.

Е.КАШИРИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code