Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин иртнĕ кунсенче район, хула администрацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ видеоканашлури кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – йăлара усă курнă хытă каяшсене пухса тирпейлесси, тариф хакĕсем тата ытти пирки те пулчĕ.
Хальхи вăхăтра, чăнах, халăх çакăн пирки пит хытă калаçать. Çынсем хаксен йĕркеленĕвĕпе çыхăннă улшăнусемпе килĕшме пултарайманнине уççăнах палăртаççĕ. Республикăри ĕç тăвакан власть органĕсене те вĕсем асăннă ыйту тавра çине-çинех çăхав çыраççĕ.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пирĕн республикăра хытă каяшсене турттарса тухассипе ĕçлекен оператор – «МВК «Экоцентр» ООО пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕшĕн, çирĕплетнĕ çĕнĕ тарифпа килĕшÿллĕн, тÿлемелли пĕрремĕш квитанцисене алла илнĕ хыççăн шăв-шав тата вăйланнăн туйăнать. Пĕр кубла метр каяшăн пĕрлехи тарифĕ 442,22 тенкĕпе е çын пуçне уйăха илсен 74,44 тенкĕпе танлашать. Çак тÿлевĕн ÿсĕмне пĕчĕк хваттерсенче пысăк йышпа пурăнакан çемьесем ытларах туйса илчĕç мар-и? Мĕншĕн тесен унччен, çак ĕçе управляющи компанийĕ пурнăçланă чухне, тÿлеве хваттер лаптăкне кура палăртнă, унта миçе çын пурăнни ниме те пĕлтермен. Халĕ пачах тепĕр майлă: хваттерте миçен пурăннине тĕпе хураççĕ. Апла пулсан, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерти 5 çыннăн 74,44 тенке 5 хут шутламалла – çемьен кашни уйăхра 372,2 тенкĕ тÿлемелле. Унсăр пуçне, çирĕплетнĕ тарифпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ укçа-тенке регион операторĕн шучĕ çине куçарса паракан банкпа почта та ахаль ĕçлемеççĕ – комисси тÿлевĕ илеççĕ. Çапла майпа çÿп-çап миххин хакĕ тата ÿсет. Апла пулин те пенси тытăмĕнчи улшăнусене шута илсе Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ май республикăра пурăнакан уйрăм категорири граждансене çÿп-çапшăн тÿлемелли тăкаксене те çурт-йĕре газпа хутса ăшăтнăшăн тата электричествăпа усă курнăшăн паракан компенсаци пекех саплаштарма йышăннă. Тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсенчен ыйтса пĕлме пулĕ.
Ялта пурăнакансем коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн хăйсем валли хула çыннисемпе тан тÿлев çирĕплетнине йышăнасшăн мар. Пĕр енчен илсен, вĕсен шухăшĕ тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен хулара пур ăпăр-тапăра çÿп-çап контейнерне тăнккаса тултараççĕ пулсан, ял çынни пирки апла калаймăн. Вăл апат-çимĕç юлашкине чăх-чĕпе, ытти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма усă курать, пахчари çум курăка, ÿсен-тăран авăрне тислĕк валли çĕрĕшме хывать, йывăç-турата та вакласа кăмакара çунтарать – миххе тултармалли ăпăр-тапăр нумай та тăрса юлмасть.
Тепĕр енчен илсен, пирĕн районта йăлара усă курнă хытă каяша чăрмавсăр пухасси иртнĕ çулсенчен тытăнсах çирĕп йĕркене кĕнĕ, çынсем те çакна хăнăхса çитнĕччĕ. Çĕнĕ йĕрке çине куçни вара çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратрĕ. Пытармалли çук, хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе, юридика сăпачĕсемпе регионри оператор хушшинчи çыхăну çирĕпленсех çитменрен çак ĕçе йĕркелесе пырассин ыйтăвĕ çивĕч. Елчĕксене, тирпейлĕ пурăнма хăнăхнăскерсене, «МВК «Экоцентр» ОООн çÿп-çап турттарма уйăрнă автомашинисене палăртнă вăхăтра кĕтсе илейменни калаçтарать. Çынсем ирĕксĕртен çулсен хĕррисене купала-купала хунă миххи-хутаçĕсене курса иртме кăмăллах та мар. Апла пулин те районта пурăнакансем çак çитменлĕх вăхăтлăха анчах тесе шутлаççĕ, малашне йĕрке пуласса шанаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та çак шухăша палăртса: «Пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçлемелле. Пуçламăшĕ кирек хăçан та çăмăл мар. Çĕнĕ çулччен мĕнпур ыйтăва халăх майлă туллин, тивĕçлипе татса памалла», – терĕ.
Светлана АРХИПОВА.