Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тăшман ури кунта ан пустăр»

«Тăшман ури кунта ан пустăр»

документлă фильм кĕске вăхăтрах халăха тыткăнлама ĕлкĕрчĕ те. Ăна Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен паттăрĕсене халалланă.

Унăн авторĕ Алексей Енейкин Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче нумай çул корреспондент пулса тăрăшать. Картинăна ỹкерме «Вăрçă ачисем» кăларăм хатĕрлесе пыни пысăк пулăшу панине пĕлтерет вăл. Унта нумай-нумай тыл ветеранĕн аса илĕвĕсем çырăннă. Архив докуменчĕсемпе анлăн усă курни, 20-30 градуслă шартлама хĕл сиввисенче ỹкерỹ ĕçне халăх йышлă хутшăнни (150 çын таран) фильма тата та ĕнентерỹллĕрех тунă. Кунта усă курнă техника та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енри «ГАЗ-21 Ретро» клуб ретро-техники те пысăк пулăшу панă ĕçре. Юрий Миллин хăйĕн ЗИС-5 автомашинипе (1940 çулта туса кăларнă) ỹкерĕннĕ. Çамрăксем пĕр ялтан — Патреккелсем ытти чылай ĕçре те пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Сăмах май, «ГАЗ-21 Ретро» клубăн техники Аслă Çĕнтерỹ кунне халалланă парадсене, тĕрлĕ акцие çулсеренех активлă хутшăнать.

Хастарсене Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медалĕпе чысланă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Енейкин, Юрий Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code