Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç инспекцийĕ çирĕп ыйтать

Ĕç инспекцийĕ çирĕп ыйтать

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ юридика сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕрен ыйтусене татса парассишĕн яваплă.

Ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăрас пулсан та, кăçалхи 10 уйăхра ирттернĕ тĕрĕслевсен вăхăтĕнче йĕркене пăснин 800 ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе ятарласа вĕренменнипе, инструктаж илменнипе çыхăннă. Ĕçлекенсене ятарлă тумтирпе, атă-пушмакпа тата ытти хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерменнин, ĕç паракан кирлĕ пек ĕç условийĕ çирĕплетме пултарайманнин, хăш-пĕр категорири ĕçченсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтманнин тĕслĕхĕсем те чылай пулнă.

Ĕç сыхлавĕн законодательствине пăхăнманшăн организацисенчи должноçри 413 çынна административлă майпа айăплав хунă – 12636,5 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code