РФ Пенси законодательствине ача амăшĕсем валли çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕ амăшĕн сертификатне парас вăхăта чакарассипе çыхăннă. Маларах çак сертификата пама ыйтса çырнă заявленисене пăхса тухмашкăн 1 уйăх уйăрнă пулсан, халĕ ку вăхăта 15 кун таран кĕскетнĕ. Çакна РФ Пенси фончĕн автоматизациленĕ Информаци тытăмĕсен аталанăвĕ пулăшнипе тума май килнĕ.
Халĕ хĕрарăмсем иккĕмĕш ача çуралсан /усрава илсен/ амăшĕн капиталĕн укçинчен уйăхсерен тÿлев илес тĕллевпе электронлă сервис урлă ыйтса заявлени çырнă чухнех çак утăма тумашкăн ирĕк пур. Аса илтерни вырăнлă: уйăхсерен паракан çак пособие пысăках мар тупăшлă çемьесен, кăçал иккĕмĕш ача çуралнисен, илме ирĕк пур. Ку тÿлеве ача çуралнă кунранпа палăртаççĕ. Çакăн пирки ыйтса пепке кун çути курнăранпа 6 уйăх çитиччен заявлени çырмалла. Енчен те ку утăма çур çул иртсен çеç тусан – заявлени панă кунранпа тин тÿлев палăртаççĕ. Асăннă тÿлеве ача çулталăк çурăна çитиччен параççĕ.
Тÿлев виçи тĕрлĕ регионта тĕрлĕрен: вăл ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе, регионта иртнĕ çулăн 2-мĕш кварталĕшĕн çирĕплетнипе, танлашать. Чăваш Республикинче 2018 çулта уйăхри çак тÿлев – 8910 тенкĕ. Пенси фончĕ кÿрекен пулăшусене илес тĕллевпе халĕ те заявлени çырса пама юрать. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Енре 280 яхăн çемье амăшĕн капиталĕн шучĕпе уйăхсерен паракан тÿлеве илес тенĕ.
Нумай ачаллă хĕрарăмсене пенсие иртерех тухмалли çăмăллăхсем те интереслентереççĕ ĕнтĕ. 2019 çултан пуçласа 3 ачаллисем 3 çул маларах – 57 çулта, 4 ачаллисем – 56 çулта пенсие тухаççĕ. Пилĕк е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çити воспитани панă хĕрарăмсем 50 çултах пенси илме тытăнĕç.
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ.