Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашии с Международным днем добровольца

Поздравление Главы Чувашии с Международным днем добровольца

Хаклă туссем!

2017 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршыв Пĕтĕм тĕнчери доброволец кунне официаллă йĕркепе паллă тăвать.

Çак уява Раççей Президенчĕ туса хуни – çĕршыв экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕнчи волонтер юхăмĕн уйрăм пĕлтерĕш¬не çирĕплетекен витĕмлĕ паллă.

Пулăшу кĕтекенсене чун хушнипе пулăшма хатĕр çынсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Чăваш Республикинче ырă тăвакансен пĕрлешĕвĕсен шучĕ 1700-тен те иртнĕ, вĕсен ĕç-хĕлне 50 пин ытла çын тăтăшах хутшăнать. Волонтерсен туслă ушкăнĕ – харсăр та хавхалануллă çынсен пĕрлĕхĕ, вĕсем юратнă республикăпа аслă çĕршывăмăрăн ырă пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Паян массăллă спорт, культура, патриотизмпа экологи мероприятийĕсене доброволецсен пулăшăвĕсĕр йĕркелесе ирттерессине куç умне кăларма та май çук. Волонтерсем майсăр лару-тăру тата çут çанталăк кÿнĕ инкексен сиенĕсене пĕтернĕ çĕре, çухалнă çынсене шырассипе тата çăлассипе çыхăннă ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.

Пуçаруллă, яваплă çынсем хăйсен социаллă проекчĕсене курăмлăн пурнăçлаççĕ, çавна май ветерансемпе инвалидсене, ача çурчĕсенчи ачасене тата пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшаççĕ.

Чăваш Ен доброволецĕсене общество ырлăхĕшĕн тÿлевсĕр тăвакан ĕçĕшĕн, пултаруллă хастарлăхшăн, ырă кăмăллă та уçă чунлă пулнăшăн тав тăватăп! Сирĕн мĕнпур пуçарăвăрпа ырă ĕçĕрсем обществăна усă кÿччĕр тата çынсене пулăшу паччăр. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

Сире пĕтĕм чунтан уяв ячĕпе саламлатăп тата пархатарлă тĕллевĕре пурнăçлас ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                               Михаил Игнатьев

 

Дорогие друзья!

С 2017 года 5 декабря наша страна официально отмечает Международный день добровольца.

Учреждение Президентом России этого праздника – знак признания особой роли волонтёрского движения в экономическом и социальном развитии нашей страны.

С каждым годом становится все больше граждан, готовых бескорыстно оказывать помощь тем, кто в ней нуждается. В Чувашской Республике насчитывается уже более 1700 добровольческих объединений, в которых задействовано свыше 50 тысяч человек. Сплоченная команда волонтеров – это активные и неравнодушные люди, которым не безразлично будущее нашей любимой республики и нашей великой страны.

Без добровольцев сегодня невозможно представить организацию и проведение массовых спортивных, культурных, патриотических и экологических мероприятий. Силы волонтеров задействуются в ликвидации чрезвычайных ситуаций и последствий стихийных бедствий, поиске и спасении пропавших людей. 

Инициативные, ответственные граждане активно реализуют и собственные социально значимые проекты, в рамках которых помогают ветеранам, инвалидам, воспитанникам детских домов, семьям, попавшим в трудную жизненную ситуацию.

Искренне благодарю всех добровольцев Чувашии за бескорыстный труд на благо общества, за творческий энтузиазм, за отзывчивое сердце и открытую душу! Пусть все ваши инициативы и добрые дела приносят реальную пользу обществу и помогают людям. В единстве наша сила!

От всей души поздравляю вас с праздником и желаю больших успехов в выполнении вашей благородной миссии!

 

Глава Чувашской Республики                           Михаил Игнатьев

 

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code