Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Елчĕк районĕн администрацийĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, пай пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, федерацин центрта вырнаçнă предприяти-организацийĕсенче вĕсен ертÿçисем халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.
Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Татьяна Пекпатрова пĕлтернĕ тăрăх, çак кун район администрацине – 25, районĕпе 70 çын тĕрлĕ ыйтупа пынă.
Ыйтусен пысăк пайĕ коммуналлă хытă каяшсене турттарассипе çыхăннă çĕнĕ йĕркесемпе, çĕр саккунĕсемпе, сывлăх сыхлавĕпе, социаллă хÿтлĕх, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферисенчи ытти кăлтăксемпе çыхăннă.