Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференцин хаклавĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференцин хаклавĕ

2018 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта çĕршыв хăрушсăрлăхне çирĕплетес, экономикăна, социаллă инфраструктурăна, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне тата ытти отрасле малалла аталантарас тĕлĕшпе хускатнă ыйтусем кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Кăçал иртнĕ çулхинчен тырпул сахалтарах туса илнĕ пулсан та, вăл 25 çул хушшинчи 3-мĕш кăтарту шутланать. Промышленноç производстви ÿснĕ, ĕçсĕрлĕх чакнă. Çынсен пурнăç вăрăмăшĕ 72,9 çулпа танлашать, пĕлтĕр 72,7 çул пулнă.

Раççей патшалăхĕн пуçлăхĕ çамрăксен – волонтерсен, поисковиксен, лидерсен ĕç-хĕлне пысăка хуни те вырăнлă. Малашлăхлă çамрăк гварди çĕршыв аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртнине палăртрĕ вăл.

«Елчĕк ен» хаçат тĕп редакторĕ               Н.Ф.Малышкин

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code