Наркоманипе кĕрешесси çине Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чирлисене реабилитацилессипе тата ресоциализацилессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама кăçал пурĕ 352 пин тенкĕ уйăрнă.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, республикăра наркотиксемпе усă куракансен йышĕ 1,6 пине яхăн çынпа танлашать. Наркоманипе чирлисем – 734 çын.
Çак чире этем хăй ирĕкĕпе ыйтса илнипе тан. Çавăнпа та унран сыхланма тата вăхăтра «çук» теме пултарасчĕ.
Н.БАЙДУГАНОВ.