Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем российской печати и Днем чувашской печати

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем российской печати и Днем чувашской печати

Хисеплĕ журналистсем,

полиграфи предприятийĕсемпе издательствăсен ĕҫченĕсем!

Чăваш Енĕн пичетпе массăллă информаци хатĕрĕсен хаклă ветеранĕсем!

Професси уявĕсемпе – Раҫҫей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Эсир чи хăватлă вăйсенчен пĕринпе – сăмах вăйĕпе хуҫаланатăр, сăмахпа вара, паллă ĕнтĕ, амантма та, сиплеме те, ытти ҫынсен туйăмĕпе шухăшлавĕ ҫине витĕм кÿме те пулать. «Эп сăмах хăватне ĕненетĕп», – палăртнă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Халăх-шухăш-кăмăлĕ нумай чухне эсир хăвăр ĕҫĕре мĕнлерех ăсталăхпа тата мĕнлерех яваплăхпа пур­нăҫланинчен килет. Эсир яланах малти ретре, пурнăҫра пулса иртекен ĕҫ­сене те ҫавна май ҫынсем сирĕн сăмахăр урлă хаклаҫҫĕ.

Чăваш Енре журналистика та, кĕнеке пичетлес ĕҫ те ҫĕршыври тата халăх хушшинчи чи лайăх йăла-йĕркене асра тытнине, пысăк ăсталăхлă пулнине палăртма кăмăллă. Ҫакна пĕтĕм Раҫҫейри тата тĕнчери професси конкурсĕсенчи йышлă ҫĕнтерÿсем те ĕненмелле ҫирĕплетеҫҫĕ.

Чăваш Енре республика хаҫачĕсен, район тата хула хаҫачĕсен ре­дакцийĕсем ҫынсем хăйсен нушисемпе тăтăшах килсе ҫÿрекен хăйне майлă хутшăну вырăнĕсем шутланаҫҫĕ. Ҫакă сире общество интересĕсемпе ҫивĕч ыйтусене тарăннăн пĕлсе тăма май парать кăна мар, ҫавăн пекех вулакансем шаннине те уҫҫăн кăтартать.

Эсир малашне те тÿрĕ кăмăлпа ĕҫлессине тата журналист этикин ырă йăлисене ҫирĕппĕн пăхăнса пырассине, ку чухнехи информаци техно­логийĕсем вара сире малалла аталанмалли ҫĕнĕ майсем шыраса тупма пулӑшасса шанса тăратăп.

Сире хăвăрăн пĕтĕм пултарулăх проектне ăнăҫлăн пурнăҫлама суна­тăп. Пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсемпе пулăмсене туллин те тĕрĕс ҫутатасси сирĕн ĕҫĕн тĕп йĕрки пулса тăтăр.

Сире тата сирĕн ҫемйĕрсене ырлăхпа телей, ҫирĕп сывлăх, тата мĕнпур лайăххине сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые журналисты,

сотрудники полиграфических предприятий и издательств!

Дорогие ветераны печати и средств массовой информации Чувашии!

Примите самые искренние поздравления с профессиональными праздниками – Днем российской и Днем чувашской печати!

Вы владеете одним из самых мощных орудий – словом, которым, как известно, можно ранить, исцелять, влиять на чувства и мысли других людей. «Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп» («Я верю в силу слова»), – писал чувашский поэт Петр Хузангай. От того, насколько умело и ответственно вы подходите к своему делу, во многом зависит общественное мнение. Именно вы всегда находитесь на передовой, именно вашими глазами люди смотрят на происходящее и оценивают его.

Отрадно, что журналистика и книгоиздание в Чувашии сохраняют приверженность лучшим отечественным и национальным традициям, держат высокую планку. Это подтверждают многочисленные победы на престижных всероссийских и международных профессиональных конкурсах.

В Чувашии редакции республиканских, районных и городских газет являются местом, куда люди приходят за советом или поддержкой, с предложениями или жалобами. Это не только позволяет вам оставаться на пике общественных интересов и проблем, но и говорит о большом доверии читательской аудитории.

Уверен, что вы и впредь будете добросовестно трудиться и твёрдо следовать высоким принципам журналистской этики, а современные информационные технологии позволят вам найти новые возможности для дальнейшего развития.

Желаю вам успешно воплощать в жизнь все ваши творческие проекты. И пусть объективный подход к освещению важнейших тем и событий будет главным принципом в вашей профессиональной деятельности.

Счастья, здоровья, добра и благополучия вам и вашим семьям!

 

Глава Чувашской Республики                    Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code