Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лаша, вăхăт, çынсем

Лаша, вăхăт, çынсем

тата ытти самантсем те аса килчĕç Н.Малышкин çырнă /«Елчĕк ен», 2018 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕ/ «Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртмĕç-ши?», – текен шухăшлă статйине вуласа тухнă хыççăн. Лашапа çыхăннă пурнăçри самантсене манăн та вулакансене каласа кăтартас килчĕ.

1963 çулхи çуллахи ăшă кунсем. Эпĕ çав çулхине Патреккелти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм. Пире, тăватă Акчел ачине, кунта хамăр ял çынни, электрик пулса ĕçлекен Анатолий Кузнецов хута кĕнипе Елчĕкри коммунхоза разнорабочи пулса ĕçлеме илчĕç. Эпир вара шăпах унăн пулăшаканĕсем пулса тăтăмăр. Пирĕн тĕп ĕç электричество пралукĕсене карма хатĕрленĕ юпасене лартма шăтăксем чавасси тата юпасене вырнаçтарса тухасси пулчĕ.

Пĕр кунхине эпĕ ĕçрен таврăннă вăхăт тĕлне урамри сак çинче мана кÿршĕре пурăнакан Ольга Егорова-Московская кĕтсе ларать. Вăл манăн аттен иккĕмĕш сыпăкри Ильче тетĕшĕн арăмĕ, пирĕн инке пулать. Анчах эпир ăна Ульха аппа тесе чĕнме хăнăхнă. Вăл хăйне колхоз правленийĕ тырă вырнă вăхăтра хамăр ялти бригада столовăйне заведующи пулса ĕçлеме çирĕплетнине пĕлтернĕ май мана пĕрле лавçă пулса ĕçлеме чĕнчĕ. «Эпĕ сан пирки бригадирпа – Николай Скворцовпа та калаçса татăлтăм. Хăв килĕшни анчах кирлĕ», – терĕ. Çапла Ольга Матвеевна хистесе ÿкĕтленипех пулĕ, коммунхозри ĕçе пăрахсах лавçă пулса ĕçлеме тытăнтăм.

Тепĕр кунне ирхине-ирех эпир Ульха аппапа иксĕмĕр ялти «общий двора» кайрăмăр. Н.Скворцов пире «Удав» ятлă сарă тĕслĕ çамрăк ăйăра, ăна кÿлсе çÿреме урапа тата лашана кÿлмелли хатăр-хĕтĕре уйăрса пачĕ. Бригадир пире «Удав» шухă ăйăр пулни, вăл çыртма та пултарни çинчен асăрхаттарчĕ. Лашана кÿлсе пăхма шутларăмăр, вăл çыртма пултарнине асра тытса витене Машук аппапа иксĕмĕр /Мария Степановна Ястребова, вăл – повар/ кĕтĕмĕр. Вăл мана хампа пĕрле столовăйра çакăнса тăракан кивĕ фуфайкăна илме хушрĕ. Кивĕ çи-пуçа тăхăнса лашана йĕвен тăхăнтарма тытăнтăм. Çав вăхăтра лаша пуçне тăруккăн каçăртса ярса мана пĕр самантрах алăран, чавсаран çÿлерех, çыртса илме те ĕлкĕрчĕ. Юрать, кивĕ фуфайка хÿтлĕх пачĕ. Пĕрех кайран лаша çыртнă вырăн аванах кăвакарса тухрĕ.

«Ай-яй, акă мĕнле иккен эсĕ! Санпа урăхла калаçмалла», – терĕ Машук аппа лаша çине пăхса. Ун хыççăн вăл столовăйне кайса пĕр пачка рафинад сахăр илсе килчĕ. Ăна мана алăран тыттарса: «Сахăр катăкĕсене алă тупанĕ çине хурса çитер. Ан хăра, ку чухне лаша çыртакан марччĕ», – терĕ вăл. Чăнах та, «Удав» манăн алă тупанĕ çинчи сахăр катăкĕсене тути çине питĕ меллĕн илсе çисе пырать. Эпĕ вара вĕсене алă çине хурса анчах тăратăп. Машук аппа витерен кайнă хыççăн та эпĕ лашана тата темĕн вăхăт сахăрпа сăйларăм. Çав вăхăтрах, шикленетĕп пулин те, лашана пуçĕнчен алăпа шăлса лăпкарăм – çыртмарĕ.

Тепĕр кунне Ольга Матвеевна мана лаша кÿлсе Патреккел ялне каймалли, кăнтăрла çитиччен унта пулмалли çинчен пĕлтерчĕ. Ăна витерен тытса тухиччен малтан сахăр çитертĕм. Хальхинче вара пуçне йĕвен тăхăнтарнă чухне те вăл хăйне лăпкă тытрĕ. Çапла лашана пĕр эрне хушши сахăр çитерсе тăтăм. Ун хыççăн ирхине витене кĕрсенех вăл ман умра пуçне пĕксе, хăйне йĕвен тăхăнтарасса кĕтсе тăракан пулчĕ. Эпĕ вара ун валли сахăр катăкĕсене шеллеместĕм. Икĕ эрнерен пирĕн «Удав»пуçне йĕвен тăхăнтармасăрах хăйне кÿлекен вырăна – столовăй умĕнче тăракан урапа умне манпа юнашар утса çитетчĕ. Лаша çакăн пек ăслă пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеттĕм.

Лаша пирки сăмах хушнă май колхоз столовăйĕнче пĕрле ĕçленĕ çынсем пирки те аса илмесĕр иртес килмест. Мĕншĕн тесен пурнăçра вĕсенчен тĕслĕх илмелли пит нумай пулнă-çке. Ольга Матвеевна заведующи пулса ĕçленĕ пулсан та ытти ĕçсенчен пăрăнса юлман. Сăпайлă, çирĕп сывлăхлă, питĕ тĕреклĕ хĕрарăмччĕ. Складсенчи виçесем кăтартнă тăрăх ун чухне вăл 110 килограмм таятчĕ. Столовăй валли апат-çимĕç продукчĕсене тиеме эпир ялан иксĕмĕр пĕрле çÿренĕрен çакна лайăх астăватăп: сахăр песукĕ, çăнăх, кĕрпе, крахмал миххисене эпĕ икĕ алăпа кăкăр тĕлне тытса çĕклеттĕм пулсан, Ольга Матвеевна вĕсене хăрах алăпа е хул хушшине хĕстерсе йăтатчĕ. Унра епле вăй-хал тапса тăнине курса пĕтĕм çын тĕлĕнетчĕ.

Пирĕн столовăй ялта колхоз тунă вăхăтра саман /улăмпа хутăштарнă юшкăн тăмĕ/ кирпĕчĕнчен купаланă тимĕрçĕ лаççи пулнă вырăнта вырнаçнăччĕ. Тырă вырма тухас умĕн кашни çул ял çыннисем ăна шурă тăмпа шăлса, шуратса хунă. Вăл тул енчен те, шалтан та шап-шурă курăнса ларатчĕ. Унта Машук аппапа /хушаматне çÿлерех асăннăччĕ/ Хрисук аппа /Христина Пушкова/ икĕ кăмакапа апат пĕçерсе хатĕрлетчĕç. Вĕсем «Удав» лашана та юрататчĕç, ун валли, лайăх чуптăр тесе, «спортсменски эмел» хатĕрлетчĕç, çакна тума мана та вĕрентнĕччĕ. Вĕсем лашана шыв паракан витре çине сĕт юлашкине, темиçе чĕрĕ çăмарта яратчĕç, ăна патакпа лайăх пăтратнă хыççăн витрене мана тыттаратчĕç. Лаша ăна мĕнле тулли кăмăлпа ĕçнине савăнса сăнаттăм. Машук аппа вара лаша умне пырса: «Мĕнле ăслă-ха эсĕ, пурне те ăнланатăн, чĕлхÿ анчах çук санăн!», – тесе пуçĕнчен шăлса ачашлатчĕ.

Лавçă пулса ĕçленĕ вăхăтри ытти самантсем те куç умĕнче. «Удава» кÿлсе хире эпир яланах виççĕн тухаттăмăр: эпĕ – лавçă, Машук аппа – повар тата унăн пулăшаканĕ – Ольга Матвеевна /вăлах – заведующи те/. Хирте ĕçлекен çын нумай чухне лаша урапи çине икĕ фляга яшка /саппассăр кайман/, пĕр фляга компот е кисель, уйрăм савăтсем çине вакла-вакла хунă какай, çăкăр, кашăк-тирĕк тиесе тухаттăмăр. Питтĕпел çулĕ çинчен сылтăма пăрăнса Хурăнвар хĕррипе пынине хирте ĕçлекенсем аякранах асăрхатчĕç. Вĕсем: «Апат килет!», – тесе кăшкăрса çийĕнчех пĕр-пĕрне систеретчĕç. Урапа çинчи флягăсем тайлăк ан ларччăр тесе лашана тикĕс вырăн тупса чарса лартма тăрăшаттăм. Часах пирĕн тавра хирте ĕçлекенсем – улăм пуçтаракансем, хушăк купалакансем, юнашар хирти тырă выракан комбайнерсем пухăнатчĕç. Йĕри-тавра тирĕксенчи кашăксем шакăртатса «калаçни» кăна илтĕнетчĕ. Машук аппа хăйĕн уçă сассипе пĕр чарăнми: «Кама добавкă, кама добавкă!», – тесе анчах янрататчĕ. Пĕр комбайнер тутлă апатшăн тав турĕ, унтан ыттисен енне çаврăнса: «Курăр, хам таракан пек, хырăм параппан пек!», – тесе хырăмне шаккаса кăтартрĕ. Хыççăнах хир çийĕн шавлă кулă кĕр! кĕрлесе кайрĕ.

Хиртен эпир яланах тулли кăмăлпа таврăнаттăмăр. Çапла сисĕнмесĕрех çуллахи вăхăт иртсе те кайрĕ. Елчĕкри вăтам шкула, тăххăрмĕш класа вĕренме каяс умĕн хамăрăн лашапа – «Удавпа» сывпуллашма çăмăл пулмарĕ. Ăна пуçĕнчен ыталаса ачашларăм, пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăтăм. Хам та сисмерĕм, куçăмсем куççулĕпе тулчĕç. «Удав» та ман çине епле тинкерсе пăхни халĕ те куç умĕнче.

Столовăйра ĕçленĕ заведующи, поварсем те çутă тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ялта иртнĕ вăхăтсене асра тытакансем пурри те савăнтарать. Вĕсенчен пĕри хисеплĕ ĕç ветеранĕ, колхозăн ялти бригадине 32 çул ертсе пынă Николай Скворцов. Нумаях пулмасть вăл 85 тултарчĕ. Май пулнипе усă курса ăна юбилей ячĕпе те саламлатăп. Статьяна пичете хатĕрленĕ вăхăтра эпĕ унпа телефонпа çыхăнтăм. «Эсир «Удав» ятлă лашана астăватăр-и?», – тесе ыйтсан вăл тÿрех: «Ара, астумасăр! Сарă тĕслĕччĕ вăл. Витерен столовăй енне епле утса кайни те асрах. Эсир ăна алла вĕрентрĕр», – терĕ.

Лаша – çын пекех ăслă, хитре чĕр чун та. Ĕлĕкхи вăхăтра, каламалли те çук, лаша тĕп ĕç вăйĕ те шутланнă. «Чĕлхесĕр» янаварсене пĕтме парас марччĕ, унсăрăн вĕсем, чăннипех, Хĕрлĕ Кĕнекене кĕме пултарĕç.

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code