Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаксем ÿснĕ…

Хаксем ÿснĕ…

Куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсене /сĕт, çăкăр, рис, сахăр, тăвар, сыр, пулă тата пăру, сысна, чăх ашĕ/ кашни çын, çемье хăйне пурăнма кирлĕ чухлĕ туянма пултармалла. Çакна асра тытса республикăра апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене тăтăш тĕрĕслесе тăраççĕ.

Мониторинг кăтартăвĕсем хаксен тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва йĕркелесе пыма пулăшаççĕ. Апла пулин те кăçал, 2018 çулхипе танлаштарсан, лавккасен сентрисем çинчи чылай апат-çимĕç таварĕн хакĕсем ÿснине куратпăр. Паллах, чи малтанах çакă хушма хакран илекен налук виçи, НДС шайĕ 18 процентран 20 процент таран пысăкланнинчен те килет.

ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, 2018 çулта республикăра инфляци шайĕ 4,7 процентпа танлашнă, вăл Раççейри вăтам кăтартуран 4,3 процент пысăкрах. Декабрь уйăхĕнчи хаксен ÿсĕмĕ 1,6 процент пулнă. Апла пулин те Чăваш Енри хаксен ÿсĕмĕ округри ытти чылай регионринчен пĕчĕкрех. Иртнĕ çул чĕрĕ помидорпа хăяр, хуратул кĕрпин, çĕр улмипе панулми, хура чей, макарон изделийĕсен хакĕсем йÿнелнĕ. Шăнтнă пулă, сĕт хакĕ 2017 çулхинчен ÿсмен. Иртнĕ çул купăста 1 килограмм пуçне шутласан, 2,2 хут /12,9 тенкĕ/, тырă – 2,1 хут /27,3 тенкĕ/, сахăр песукĕ – 43 процент /12,8 тенкĕ/, чăх ашĕ – 40 процент /41,1 тенкĕ/, çăмарта – 38 процент /19 тенкĕ/ хакланнă. Сăмах май, Раççейри ытти регионсенче те çăмарта хакĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çакна тĕш тырă хакланнипе сăлтавлаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлă. Анчах кашни лавккара таварсен хакĕсем тĕрлĕрен. Вырăнта – Чăваш Республикинчи предприятисенче туса кăларнă таварсен хакĕсем, тĕслĕхрен, ытти регионсенчен кÿрсе килнисемпе танлаштарсан, самай йÿнĕрех пулнине пĕлетпĕр. Вĕсем пахалăхĕ тĕлĕшпе те шанчăклă.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code