Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекере – шкул историйĕ

Кĕнекере – шкул историйĕ

Аслă Пăла Тимешри Н.Викторова библиотекарь кĕнеке вулама юратакансемпе, ал ĕç кружокне çÿрекенсемпе, пуçламăш шкулта вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пырать.

Нумаях пулмасть вулавăшра Владимир Плотников учитель-ветеранăн «Янтиковской школе – 130 лет» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Мероприятине халăх йышлă пухăнчĕ. Тĕл пулăва вулавăш ертÿçи уçрĕ, кĕнекепе кĕскен паллаштарчĕ. Тăхăр пайран тăракан кĕнекен тытăмĕ питĕ пуян, унта 130 çул хушши утса тухнă тапхăра анлăн çутатнă. Кĕнекене тĕрлĕ вăхăтри сăн ÿкерчĕксемпе те пуянлатнă.

Тĕл пулура Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Тихонова автора ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнеке кăларма вăй-хал тупнăшăн тав турĕ. Тăван тавралăх историйĕпе, культурипе, паянхи пурнăçăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекенсене асăннă кĕнекепе паллашма сĕнчĕ.

Малалла автор кĕнекене пичете хатĕрленĕ тапхăр çинчен чарăнса тăчĕ, пурнăçĕ 1961 çултан пуçласа 2017 çулччен çак шкулпа çыхăннине палăртрĕ. Владимир Михайлович вулавăша асăнмалăх хăйĕн кĕнекине парнелерĕ, презентаци ирттерме май тупнăшăн Надежда Викторовăна малашнехи ĕçĕнче ăнăçу сунса тав сăмахĕ каларĕ. 25 çул Аслă Пăла Тимешĕнчи шкулта директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă Александр Иванов, 33 çул биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ Галина Диомидова хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕç, кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç. Ялти ветерансен совечĕн ертÿçи Зинаида Портнова шкулта вĕреннĕ тапхăрсене аса илчĕ, хăйне вĕрентнĕ учительсене ырăпа асăнчĕ. Антонина Портнова шкулта тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ вĕрентекенсене аса илсе тав сăмахĕ каларĕ, кĕнекене пысăк хак пачĕ. Çичĕ ача амăшĕ Мария Портнова ачисем тăван шкула ăнăçлă пĕтерсе аслă пĕлÿ илме пултарни, вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче сумлă вырăнсенче ĕçлени çинчен чарăнса тăчĕ, вĕрентекенсене тав турĕ, кĕнекене ырларĕ.

Презентацие пухăннисем шкул ĕçĕ-хĕлне сăнлакан слайдсемпе паллашрĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç, кĕнеке туянчĕç, автора çирĕп сывлăх сунса малалла та пултарулăхра ăнăçу сунчĕç.

В.МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code