2018 çулта федерацин ял хуçалăхне страхласси çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Вăл кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
– Федерацин 2011 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Ял хуçалăхне страхлассине патшалăх енчен пулăшасси тата федерацин «Ял хуçалăхне аталантарассин саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 260-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх культурисен, вăл шутра нумай çул ÿсекен курăксен тухăçĕ, выльăх-чĕрлĕх асăннă саккунăн 8-мĕш статйинче палăртнă сăлтавсене пула пĕтме пултарассине шута илсе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Саккуна право информацийĕн интернет-порталне те вырнаçтарнă.
Улшăнусем страхлакан организацисене те, ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекенсене те, выльăх ĕрчетекенсене те пырса тивеççĕ. Тăкака саплаштарма культурăсене страхламаннисем иртнĕ çул пĕтнĕ ÿсен-тăраншăн сахалрах, страхланисем нумайрах укçа-тенкĕ илĕç.